Ют çыннăн карттипе усă ан кур
Çырчаллинче 31-ти хӗрарăм ют çыннăн банк карттипе усă курнăшăн çитес вăхăтра суд сакки çине лармалла.
Çак хуларах пурăнакан 61-ти хӗрарăм полици уйрăмне пулăшу ыйтса килнӗ: çухалнă банк карттипе такам тӗрлӗ лавккара тавар туянни çинчен хыпарсем килнине каланă вăл. Полици сотрудникӗсем ют укçана хăйӗнни пекех тăкаклакана хăвăрт тытса чарнă. Юнашар çуртра пурăнакан кӳршиех иккен. Çамрăк хӗрарăм айăпран тунман, банк карттине хуçине тавăрнă, тустарнă укçана саплаштарма вара шутламан та. Халӗ ун енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Закон тăрăх, ăна 6 çула тӗрмене хупма пултараççӗ.
ТР ШӖМӗ ют çыннăн банк карттипе ыйтмасăр усă курни преступлени пулнине асăрхаттарать. Банк карттине çухатаканăн хăвăртрах банка пӗлтерсе карттăна хупмаллине, тупаканăн полицие е банк уйрăмне кайса памаллине аса илтерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев