Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Юхтарса çумăр çусан кăмпа нумай пулать

• Çӗртме уйăхӗн 16-мӗшӗ – Лукьян. Ирпе тӗтре шыв çине карса илсен – аван çанталăка.

• Çӗртме уйăхӗн 17-мӗшӗ – Митрофан. Çурçӗртен çил вӗрсен ăмăр çанталăк кӗт. Хӗвел тухнă чухнех пăчă пулни те çанталăк пăсăласса.

• Çӗртме уйăхӗн 18-мӗшӗ – Дорофей. Çак кун çанталăк уяр пулсан тырпул ăнса çитӗнет, тырă шултра та паха пулать. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрет-тӗк – çулла çиллӗ тата çумăрлă пулать. 

• Çӗртме уйăхӗн 19-мӗшӗ – Илларион. Уйăх катăлнă тапхăр пулсан çак кун çумкурăка йăлтах çумламалла та вăл вара урăх ӳсмест тет. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен çулла çумăр нумай çăвать.

• Çӗртме уйăхӗн 20-мӗшӗ – Федот. Аслати авăтсан ăмăр çанталăк вăраха тăсăлать. Уяр çанталăкрах кăвакарчăнсем пытанмалли вырăн шыраççӗ-тӗк – çумăра. 

• Çӗртме уйăхӗн 21-мӗшӗ – Федор. Вăйлă сывлăм ӳкнӗ – тулăх тырпул кӗтмелле. Куккук типнӗ йывăç çинче авăтсан – вăхăтлăха сивӗтессе. 

• Çӗртме уйăхӗн 22-мӗшӗ – Кирилл. Çулталăкри чи вăрăм кун. Çак кун хӗвел хăйӗн пӗтӗм вăйне çӗре парать-мӗн. Чӗкеçсемпе вӗршӗнсем аялтан вӗçеççӗ – çумăра. Кăткăсем хăйсен тӗмӗ тавра пуçтарăннă – çанталăк аван тăрасса. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы