Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Дулатов – Афган вăрçи витӗр тухнă танкист

Çарта паллашнă çывăх тусăм Иван Дулатов çак кунсенче хăйӗн юбилейне паллă тăвать. Унпа эпир нумай çулсем хушши çыхăну тытатпăр, пӗр-пӗрин халӗсене пӗлсех тăратпăр, час-часах тӗл пулатпăр.

Иван Лазаревич Дулатов 1961 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнай ялӗнче çуралнă. 1977 çулта ялти шкулта 8 класс пӗтерсен малалла 7 километрти Сиктӗрмери вăтам шкулта вӗреннӗ, 1979 çулта алла аттестат илнӗ. 

Салтак шăпи Афганистана илсе çитернӗ

1980 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Ивана çара илнӗ. Июльтен пуçласа ноябрьччен Туркмен ССРӗнчи Теджен хулинче вăтам танксен механик-водителӗ пулма вӗрентнӗ. Декабрь уйăхӗнче вара Иван Дулатова малалла служба иртме Афганистана янă. 

СССР чиккинчен вертолетсемпе вӗçсе каçнă вӗсем, Кундуз гарнизонӗн аэродромӗнче анса ларнă. БМПпа Таликан хулине çитнӗ – 149-мӗш мотострелоксен полкӗн танк батальонӗ шăп çавăнта пулнă.

Иван Дулатов Т-62 танкăн механик-водителӗ пулса мотострелоксен взводӗнче темиçе уйăх хушши Таликан хули айккинчи пӗр çырма çинчи кӗпере сыхланă. Каярах вăл тăракан танк роти пăлхавçăсемпе пуçланнă çар операцийӗсене хутшăннă. Пӗррехинче Дулатовăн танкӗ айӗнче мина сирпӗннӗ. Экипаж – командир Владимир Макаров капитан, Сергей Миронов авăрлакан тата Сергей Митин наводчик – телее, сывă юлнă, анчах та пурте аманнă. Танк вара ӗçлӗхрен тухмаллипех тухнă, унпа урăх усă курма май пулман. 

Кун хыççăн Иван Дулатов тепӗр танк çинче, урăх экипажпа служ­ба иртнӗ. Афганистанри тӗр­лӗ районсенче вырнаçнă çар чаçӗ­сене çарта кирлӗ япаласем леçекен автоколоннăсене сыхланă. 

1981 çулхи апрельте Дулатов тăракан танк ротине Ханабад хулине куçарнă. Кунта вӗсен подразделенине пăлхавçăсем пемен кун иртмен пуль, мӗншӗн тесен кунта юнашарах чăнкă тусем пулнă. Вӗсен хушшинчен вара тапăнма аван. Çавна кура салтаксене Ханабад хулин айккине куçарнă. 

Вилӗмпе куçа-куçăн

Дулатовăн экипажӗ 2-мӗш танк роти йышӗнче стратегилле пӗлтерӗшлӗ Кундуз – Файзобад çула, автомобиль колоннисене сыхланă, ял-хуласене законлă мар хӗç-пăшалланнă çынсен ушкăнӗсенчен тасатнă çӗре хутшăннă. Пӗрре çапла Кундузран Ханабада каякан автоколоннăна сыхласа пынă чух вӗсене сасартăк асар-писер пеме пуçланă.

«Гранатометпа персе чи малта пыракан танка аркатрӗç. Çав танкăн командирӗ Алексеевски районӗн каччи Иван Кузнецовччӗ, механик-водителӗ Павлă районӗнче çуралса ӳснӗ Фирдаус Гараев, наводчикӗ Украина каччи Алексей Ничепоренко. Авăрлаканни узбек ачиччӗ, хушаматне маннă ӗнтӗ халь – вăл сурансене пула тӳрех вилчӗ. Эпир çав çунакан танк патне пытăмăр та инкеке лекнисене пулăшма пуçларăмăр. Тăшман çак вăхăтра пӗрре те пеме чарăнмарӗ. Эпир танк командирӗпе тата авăрлаканпа пӗрле çунакан танк экипажӗнчисене хăрушсăр çӗре илсе тухнă хушăра пирӗн наводчик автоколоннăрисемпе пӗрле пулемет­ран персе пире хӳтӗлерӗ. Эпир аманнисене эвакуацилерӗмӗр. Вӗсене, вăйсăрланнăскерсене, çунакан танкран май килнӗ таран хăвăрт­рах илсе кайма тă­рăш­рăмăр – снарядсем халь те­сен халь çурăлса кайма пултараççӗ-çке. Танк ăшӗнчен кăларса çӗр çине вырттарсанах эпӗ юлташсен суранӗсене çыхрăм. Экипажăн тăваттăмӗш çыннине кăларнă чухне маларах кăларнă икӗ салтак эпир вырттарнă вырăнта çукчӗ. Снарядсем çурăлма пуçланипе танк башни çаврăнса кайса айккинелле ӳкрӗ. Тӗтӗм, ним те курăнмасть, взрыв çине взрыв кӗрлет... Ыттисем вилнӗ юлташпа мӗн тăвасси пирки шутланă вăхăтра эпӗ хамăр танк çине лартăм та çапăçу пыракан вырăна вӗçтертӗм. Шăп çавăнта тупрăм хамăр хăтарнă салтаксене – вӗсем эпир хăварнă çӗртен шуса кайнă унталла. Вӗсем хускалайми пулнăччӗ, йӗри-тавра мӗн пулса иртнине те ăнкармастчӗç ӗнтӗ... Пăлхавçăсем вара переççӗ те переççӗ. Юлташсене пӗрерӗн сӗтӗрсе танк брони çине хутăм та ыттисем патне таврăнтăм. Перкелешӳ лăплансан эпир рота тăракан вырăна килтӗмӗр. Таврăнсан кăна хамăрпа мӗн пулса иртнине туллин ăнланса илтӗмӗр темелле...» – аса илет халь Иван Лазаревич 45 çул каялла пулса иртнине. 

Тем те курнă, тем те тӳснӗ...

1982 çулта унăн танкӗ каллех мина çинче сирпӗннӗ. Взрыва пула сылтăмри гусеница татăлса кайнă. Экипаж ăна юсама тесе танкран тухсан вӗсене урăм-сурăм пеме пуçланă. Танкистсене пӗр вăхăтрах тăшмана хирӗç пеме те, гусеницăна юсама та тивнӗ. Совет салтакӗсем çухалса кайман, юсамаллине те юсанă, çар задачине те пурнăçланă. 

Тăшман час-часах танк снарячӗсен гильзисемпе усă курса хăй тӗллӗн минăсем тунă: взрыв­чатка тултарнă та çул варринех чавса лартса хунă. Хăш чух ăна çӗр ăшнех чавса пытарнă, детонаторăн контакчӗсен хушшине хаçат таткисем хурса хăварнă – тӳрех замыкани ан пултăр тесе. Çавăнпа çулпа темиçе техника иртнӗ чух тӳрех взрыв пулман та. Минăпа усă курас мелсене çӗнетсех тăнă тăшман. Тепрехинче ăçта, хăçан, мӗн çине пырса кӗрессине тавçăрма майӗ те пулман...

Çулла танк ăшӗнче шăрăх, тимӗр пайсене тытма çук пӗçерет. Хӗлле вара тусем хушшинче сивӗ, пӗрмай нӳрлӗ çил вӗрет. Хăш чух эрни-эрнипе сивӗ çумăр çăвать. Тепӗр чух тавралăха çăра тӗтре карса илет...

Салтаксене пулăшать, ачасемпе тӗл пулать

Иван Дулатов 1982 çулхи июньте Совет Çарӗнчен демобилизациленнӗ. Тăван килне вăл хăйӗн çуралнă кунӗнче, июнӗн 15-мӗшӗнче, таврăннă. 

Мăшăрӗпе, илемлӗ те маттур Татьянăпа, икӗ ача – хӗрпе ывăл – çуратса ӳстернӗ вӗсем. Шкулта вӗреннӗ чухнех туслашнă йӗкӗте Татьяна салтака ăсатса ярса кӗтсе илнӗ. Халӗ Дулатовсен икӗ мăнукӗ пур. 

Иван Лазаревич Афганра туп­нă тусӗсемпе халӗ те туслă çыхăну тытать. Ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене пулăшас, шкул ачисемпе çамрăксене пат­риотла воспитани парас ӗçе хастар хутшăнать. 

 

Расих ЗАЛЯЛОВ,

подполковник, 

Афган вăрçин ветеранӗ.

И.Дулатовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей