Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИВАН ЯКОВЛЕВ ÇУРАЛНĂРАНПА 175 ÇУЛ

Январӗн 27-мӗшӗнче Хусанта Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ТР ЧНКАн анлă ларăвӗ иртрӗ

Чăвашсем çакăн пек пысăк йышпа Хусанта тахçантанпа пуçтарăнманччӗ. Хальхинче автономин пайташӗсемпе районсенчи ЧНКЦ ертӳçисемсӗр пуçне районсенчен чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсене те чӗннӗччӗ. Лару ӗçне çаплах ТР Президенчӗ çумӗнчи Наци политикине пурнăçлассин департаменчӗн Шалти политика ыйтăвӗсен управленийӗн ертӳçи Данил Мустафин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком председателӗ Константин Яковлев, ТР Туслăх Çурчӗн ертӳçи Ирек Шарипов хутшăнчӗç. Кун йӗркинче икӗ тӗп ыйту тăчӗ: 2022 çула пӗтӗмлетесси тата 2023 çула ӗç планне йышăнасси.

Хусанкайăн 115 çулӗ

Тутарстан чăвашӗсем 2022 çулта мӗнле ӗçсем тунине ТР ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин каласа парасса кӗтнӗччӗ, анчах вăл хальхинче те ерçеймерӗ. Доклада унăн çумӗ Константин Малышев турӗ. Иртнӗ 2022 çул Тутарстан чăвашӗсем Петӗр Хусанкайăн 115 çулхи юбилейне анлăн паллă тунине палăртса хăварчӗ спикер. Чăваш классикӗн юбилейне халалланă уява Хусанта чăваш вырсарни шкулӗпе пӗрле, Чăваш Ен тата Тутарстанри ЧНКА çумӗнчи чăваш çыравçисен союзӗсен представителӗсене чӗнсе питӗ хитре ирттернӗ. Поэтăн тăван Сиктӗрме ялӗнче кӗрленӗ Уявра вара «Хусанкай урамӗ» литература фестивалӗ йӗркеленӗ. Унта Тутарстанпа Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче пурăнакан чăваш çыравçисене те чӗннӗччӗ. Писательсемпе поэтсем пӗр сцена çине тухса халăхпа çапла хутшăнни юлашки вуншар çул та пулманччӗ-тӗр чăваш тӗнчинче. Куншăн тутарстансене чăнах та мухтамалăх пур. Литературăпа çыхăннă мероприятисем республикăра тата та пулчӗç. Вӗсенчен пӗри май уйăхӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ тутар тата чăваш поэчӗсен Ренат Хариспа Валери Туркайăн пӗрлехи пултарулăх каçӗ. Темшӗн спикер «Сувар» хаçат 2022 çула Петӗр Хусанкай çулталăкӗ тесе йышăннине, çулталăкӗпех курăмлă ӗçсем тунине асăнмарӗ. Кӗркунне Нурлатра иртнӗ çамрăксемпе шкул ачисен «Аталан» форумне те Нурлат районӗн тивӗçӗ тесе палăртрӗ. Тӗрӗслӗхшӗн каласа хăварам, форума ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, ТР ЧНКАпа, ун çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗпе тата Нурлат районӗпе пӗрле «Сувар» хаçат ирттерчӗ.

Уявра 15 пине яхăн çын 

2022 çул çӗршывшăн çăмăл мар вăхăт пулнине пăхмасăр районсем йăлари уявсене ытти чухнехинчен кая мар ирттернине те палăртса хăварчӗ докладчик. Теччӗ районӗ, тӗслӗхрен, çуркунне Çăварние, кӗркунне Чӳклемене яланхи пекех çӳллӗ шайра ирттерме пултарнă. Çӗпрелӗнчи Акатуя, Аксупа Нурлатри Уява та тутарсен Сабантуй праçникӗпе пӗр тан шайра йӗркеленӗ. Элмет районӗнчи Учӳк пирки те çавнах каламалла. Çапах та П.Хусанкай тăван ялӗнче иртнӗ Уява уйрăммăн палăртрӗ спикер. Кунпа пурте килӗшетпӗр. Тутарстанра кăна мар, Раççейри мӗнпур чăвашăн сумне çӗклекен хитре мероприяти пулчӗ вăл. Чăваш культурипе çав кун 15 пине яхăн çын паллашрӗ. Куншăн йӗркелӳçӗсене тата тӗп меценатсене, «Звениговское» хуçалăх ертӳçипе И.Казанковпа ТР ЧНКА председательне Д.Самаренкина, тав тумалла. Уяв çакăн пек çӳллӗ шайра ирттӗр тесе питӗ нумай укçа хыврӗç вӗсем. ТР ЧНКА обществăлла организаци пулнăран мӗнпур тăкак Дмитрий Самаренкин çине тиеннине асăнчӗ спикер. Дмитрий Анатольевич питӗ ӗçлӗ çын пулнине кура пур мероприятие хăй çӳреймесен те укçа-тенкӗпе пулăшнине каларӗ.

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗ пӗлтӗр ТР Экономика министерствин грантне (500 пин тенкӗ) илсе «Ялти çул çитмен ачасен клубӗ» проекта пурнăçланине, Çарăмсанри Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Культура çурчӗ чăваш халăх поэчӗн Порфирий Васильевич Афанасьевăн тăван ялӗнче лартнă çӗнӗ музей-çуртне хатӗрлесе çитерме ТР Президенчӗн грантне (400 пин тенкӗ), Теччӗсем «Чӳклеме» ирттерме грант çӗнсе илнине пысăк çитӗнӳ тесе палăртрӗ докладчик. Пăва районӗнче «Сувар» хаçат кубокӗшӗн çулленхи футбол турнирне ирттерме вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ, Пăвасен ентешлӗхӗ тата район администрацийӗ нумай пулăшнине асăнса хăварчӗ.

Чăвашсем 400 пине чакнă

2023 çул пурсăмăршăн пӗлтерӗшлӗ çулталăк, паллă ентешӗмӗр, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Мӗнпе кӗтсе илет-ха юбилее чăваш тӗнчи? Шел те, чуна хурлантаракан статистикăна аса илмесӗр май çук кунта. Юлашки çыравра эпир 400 пине яхăн (!) чакнă. Атăлçи тăрăхӗнчи ытти халăхсемпе танлаштарсан, чи нумаййи. Республикăра маларах пурӗ 89 чăваш шкулӗ пулнă-тăк, халӗ 87 юлнă (паянхи кун 3,5 пин ача чăваш чӗлхипе литературине вӗренет). Кун çинчен тепӗр спикер, «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова, пăшăрханса пӗлтерчӗ. Культура мероприятийӗсемсӗр пуçне вӗрентӳ проекчӗсем кирли çине пусăм турӗ вăл.Пултаруллă чăваш çамрăкӗсене республикăри Çамрăксен парламентне кӗме пулăшмаллине аса илтерчӗ. Чăваш шкулӗсемпе ача сачӗсене тăван чӗлхепе вӗрентӳ пособийӗсемпе тивӗçтерес ыйтупа ТР Правительствипе пӗрле ӗçлеме тытăннине пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе, ку кăна çителӗксӗр, ашшӗ-амăшӗсемпе ӗçлемелле пирӗн. Çавăнпа ТР ЧНКА çумӗнче чăваш ачисен ашшӗ-амăшӗсен комитетне туса хума сӗнчӗ.

«Аталан» форум республика программинче

Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнне йӗркелесе яракансенчен пӗри Артем Носков та чӗлхене аталантарас тесен çамрăксемпе ытларах ӗçлемелли çине пусăм турӗ. Сăмах май, «Аталан» форум пит ăнăçлă проект пулчӗ, хăй тавра вăл нумай чăваш çамрăкне пуçтарчӗ. Ăна районти çамрăксемпе тачă ӗçлесе малалла ирттерес шутлă. Форума ТР Вӗрентӳпе наука министерствин 2023 – 2030 çулсенчи программине кӗртни те пысăк çитӗнӳ. Форум ирттермешкӗн министерство кăçал 374 пин тенкӗ укçа уйăрать. Çавăнпа форума икке пайласа, пӗрне çуркунне Анат Камăри 34-мӗш гимназире, теприне кӗркунне Элкелӗнчи Сиктӗрмере ирттерме сӗнчӗ вăл.

«Аталан» çамрăксен ушкăнӗн паянхи лидерӗ Юлия Еремеева та хăйсен 2023 çула палăртнă чи пысăк проекчӗпе паллаштарчӗ. Вӗсем çырнă «Аталан» çамрăксен пултарулăх фестивалӗн проектне ТР Правительстви асăрханă иккен, 600 пин тенкӗ укçа уйăрать. Масштаблă фестивале çамрăксем Сиктӗрмере Уяв умӗн ирттерме планлаççӗ. Юлия Еремеева районсенчи чăваш центрӗсене çак фестивале çамрăксене яма ыйтрӗ. Районсенчи çамрăксене хăйсен опычӗпе паллаштарасшăн, проектсем çырма вӗрентесшӗн, пӗрлехи ӗçе явăçтарасшăн вӗсем.

Çӗнӗ Сăвар

2022 çулта Раççейӗпе кӗрленӗ Уявăн площадки пӗр кунлăх кăна проект мар. Хисеплӗ Иван Иванович Казанков ăна çулталăкӗпех ӗçлекен чăваш мекки тăвас шутлă. Çак тӗлӗшпе вăйне те, укçине те хӗрхенмест. Хальхи вăхăтра та кунта хӗрӳ ӗç пырать. Хăна çурчӗн, музейӗн строительстви пырать. Унăн пулăшуçи И.И.Лисина туристсем валли «Çӗнӗ Сăвар» архитектурăпа этнографи комплексне туса хунине пӗлтерчӗ. Канма килес текенсем интернет урлă вырăн йышăнса хума пултараççӗ халӗ.

Çулталăкăн хуть хăш вăхăтӗнче те çӗр каçсах канма, çав вăхăтра чăваш культурипе паллашма сӗнет комплекс. Кунта килнӗ хуть хăш ӳсӗмри çыншăн интереслӗ те усăллă тăвасшăн. Çавăнпа ятарласа ача-пăча площадкипе «Хӗл Мучи» резиденцине тăвас шухăш пур-мӗн.

Тутарстанри чăвашсен çуллахи чи пысăк Уявӗ малашне кунта тымар ярасси куçкӗрет. Кун валли площадка хатӗр. Иртнӗ çул тӗп тимлӗх ытларах инфраструктура строительстви çине пулнипе мероприятин культура пайӗнче çитменлӗхсем нумай пулчӗç. Тутарстан чăвашӗсен Уяв йăлине тӗрӗс кăтартманни нумайăшне пăшăрхантарнă. Çавăнпа йӗркелӳçӗсем кăçал çакна йăлтах шута илсе районсенчи чăваш ансамблӗсене, чăваш çамрăкӗсемпе ачисене ытларах явăçтарма шутлаççӗ.

Урам е сквер пулмаллах

Çавах та кăçал И.Яковлевăн 175 çулхи юбилейӗпе асра юлмалли çул. Ăна халалласа мероприятисем иртмелле. ТР Халăхсен ассамблейин  Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев хăй сăмахӗнче çакăн çине пусăм турӗ. Аслă просветитель Хусанта пӗлӳ илнӗ Тутарстан çынни, ун ячӗпе вара Хусанта хальччен те нимӗн те çук. Чăваш хастарӗсемпе пӗрле Хусанти пӗр урама Иван Яковлев ятне памашкăн Хусан мэрине пуçарупа тухнă вăл. Анчах хула администрацийӗ Хусан хӗрринчи пӗр микрорайонсăр пуçне урăх вырăн сӗнмен иккен хальлӗхе. Раççейӗпе паллă педагога Хусанта сквер тусан та ытлашши пулмалла маррине каларӗ вăл. Иван Яковлевичăн халалне чăваш ачисене вӗрентме сӗнчӗ.

Попечительсен  канашӗ

ТР ЧНКА Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене те пулăшма тăрăшать. Мобилизаципе кайнă салтаксене кӗркунне чи кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтерчӗ. ТР ЧНКА председателӗ ун чух хăй ятӗнчен 30 пин тенкӗ укçа уйăрнисӗр пуçне тата 5 беспилотник туянса панă. Унăн комбиначӗ Донбасс халăхне гуманитари пулăшăвӗ те парать. Малашне те ентешсене пулăшас шутпа ТР ЧНКАн Попечительсен канашне туса хума сӗнӳ пулчӗ.

ТР ЧНКАн 2023 çула йышăннă ӗç планӗ

1. Февралӗн 21-мӗшӗнче Тăван чӗлхе кунне ирттермелле. 

2. Февраль уйăхӗнче Уяв ирттерессипе тата унăн хăйне евӗрлӗхне сыхласа хăварассипе ӗçлӗ ушкăн йӗркелемелле.

3. Теччӗре «Çăварни» уявӗ ирттермелле.

4. И.Я.Яковлевăн 175 çулхи юбилейне халалланă мероприятисен планне палăртма ӗçлӗ ушкăн йӗркелемелле.

5. Апрель уйăхӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимназире И.Я.Яковлевăн вулавӗсене ирттермелле.

6. И.Я.Яковлевăн 175 çулхи юбилейне халалланă наукăпа практика конференцине апрелӗн 25-мӗшӗнче Теччӗре ирттермелле. Август уйăхне палăртнă Чӳклемене те И.Я.Яковлевăн юбилейне халалламалла.

7. Апрелӗн 21-мӗшӗнче «Тутарстан Чăваш пики» конкурс ирттермелле.

8. Май уйăхӗнче «Сувар» хаçат кубокӗшӗн мини-футбол турнирӗ ирттермелле.

9. Июнь уйăхӗнче Çӗпрел районӗнче иртекен «Акатуя» хутшăнмалла.

10. Хусанта «Чăваш шăпчăкӗ» фестиваль-конкурс ирттермелле.

11. Июлӗн 6–8-мӗшӗсенче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере «Аталан» çамрăксен пултарулăх фестивальне ирттермелле. 

12. Июлӗн 8-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере республика Уявне ирттермелле.

13. Çамрăксемпе шкул ачисен «Аталан» форумне ирттермелле.

14. Çӗнӗ Шуçăм районӗнче «Выля, хуткупăс!» конкурс ирттермелле.

15. Октябрӗн 27-мӗшӗнче «Сувар» хаçатăн 30 çулхи юбилейне ирттермелле.

16. ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцийӗ.

17. ТР ЧНКА çумӗнче ашшӗ-амăшӗсен комитетне туса хумалла.

18. ЧНКЦсен çумӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн представительствисене туса хумалла.

19. ТР ЧНКА çумӗнче Попечительсен канашне туса хумалла.

20. ТР Культура министерствинчен П.Афанасьевăн музейӗ валли икӗ ӗç вырăнӗ йӗркелеме ыйтмалла.

21. Чăваш çемйисен хушшинче «Кил ăшши» конкурс ирттермелле.

22. Рыбно-Слободскипе Пӗтреç районӗсенче чăваш центрӗсене уçмалла.

23. Тутарстанри Çамрăксен парламентне чăваш çамрăкӗсене илме сӗнмелле.

24. И.Я.Яковлевăн халалне чăваш ачисене вӗренме сӗнмелле.

Ирина КУЗЬМИНА.

Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев