Иван Тарасов Пушкăртстаншăн Олег Мустаев Чӗмпӗршӗн пекехчӗ
ТР ЧНКА Канашӗ Пушкăрстанри чăвашсемпе пӗрле тарăн хурланни çинчен пӗлтерет
Вăл нумай çул Пушкăртстан Республикинчи чăвашла телепередачăна ертсе пычӗ, унтан Ӗпхӳри Чăваш вырсарни шкулне ура çине тăратрӗ. Талантлă журналист, пултаруллă общество деятелӗ. Эпӗ ăна аванах пӗлмен пулсан та, Шупашкарти е Пушкăртстанри пухусенче пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Пӗррехинче вӗсем Вырсарни шкулӗн ачисемпе Хусана хăнана та килсе кайнăччӗ. Пысăк пӗлӳллӗ, сапăр, ăслă çын. Пушкăрстан чăвашӗсен диалекчӗпе пӗлсе усă куратчӗ, хитре калаçатчӗ. Унăн телепередачисем яланах кăмăллă, вӗсене пăхсан чунра лайăх пулса каять. Сисӗнет çын чăвашсемшӗн мӗнлерех тăрăшни.
Пӗр çынран нумай килет. Пӗр çын нумай тăваять. Çакна эпир этемӗн пурнăç çулӗ вӗçленчен тин хаклама тытăнатпăр, шел пулин те.
«Пушкăртстанра Иван Григорьевича пĕлмен чăваш та çук пулĕ. Вăл - Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсемшĕн те, ун тулашĕнчисемшĕн те çывăх тус, шанчăклă юлташ, пур чăвашсене те пĕр тĕвве пухаканĕ, чăваш чĕлхине халăх хушшинче сарассишĕн, унăн сумне-хисепне ÿстерессишĕн тăрăшаканĕ. И.Г. Тарасов – çĕршер документаллă фильм авторĕ. Вăл тăрăшнипе эпир пултаруллă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ çинчен ӳкернӗ фильмсем пăхса хамăр историе тарăнрах пĕлетпĕр, пултаруллă мăн асаттесемпе тата та ытларах мăнаçланатпăр. Иван Григорьевич чăвашлăхшăн тунă ĕçěсене нимле виçепе те виçме май çук. Унăн ҫутă сăнарě ěмěрлехех пирěн асра юлě», – тесе çырать хурланнине пӗлтерсе Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашěн ертӳҫи Ирина Сухарева.
Чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пысӑк ҫухату. Ир уйрăлса кайрӗ. Хурланатпăр эпир те. Иван Григорьевич пурнӑҫланӑ ӗҫӗсем, унӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн асра пулӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев