Июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра тата 38 çын коронавируспа чирленӗ
Хусанти инфекци больници патӗнче васкавлă пулăшу машинисем халӗ те (сăнӳкерчӗкре) чирлисене кунта вырнаçтарас тесе 5-6-шар сехет черет кӗтсе лараççӗ.
Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тепӗр 38 çын коронавируспа чирленӗ. Çав шутран 17-шне больницана вырттарнă, 21-шӗ килте сипленет.
Çул ӳсӗмне кура чирлисен йышӗ çакăн пек:
18 çула çитиччен – 0
18-30 çултисем – 2
30-50 çултисем – 13
50-60 çултисем – 5
60-70 çултисем – 10
70-80 çултисем – 7
80-90 çултисем – 1
90-ран иртнисем – 0
Хуласемпе районсем тăрăх картина çапларах:
Хусан – 12
Çырчалли – 7
Аксу – 1
Элкел – 1
Атня – 1
Пăва – 1
Çӳлту – 1
Заинск – 1
Ешӗлвар – 2
Камско-Устьински – 1
Лайăш – 4
Анат Кама – 2
Пӗтреç – 1
Рыбно-Слободски – 1
Теччӗ – 1
Тукай – 1
Пӗтӗмӗшле илсен июнӗн 20-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 4152 çын коронавируспа чирленӗ. Çак тапхăрта 3027 çын сывалнă, çав шутра юлашки талăкра – 58-ăн. 1113 çын хальлӗхе сипленет-ха.
Хусанти инфекци больници патӗнче вара васкавлă пулăшу машинисем халӗ те (сăнӳкерчӗкре) чирлисене кунта вырнаçтарас тесе 5-6-шар сехет черет кӗтсе лараççӗ. Кашни кун çакăн пек ӳкерчӗк унта. Ку сăнӳкерчӗке июнӗн 19-мӗшӗнче тунă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев