Йывăрлăхсене парăнмасăр çӗнтерӳ патне
Ача-пăчапа çамрăксен театрӗсен республика шайӗнчи фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ эрнере «Экият» Пукане театрӗнче иртрӗ
2013 çултанпа пыракан фестиваль йышӗпе те, сумӗпе те ӳссех пырать.Çавăнпах 2016 çултанпа вăл республика шайӗнче иртме пуçланă. Фестивале ТР Раисӗ çумӗнчи тутар чӗлхипе Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упрас, аталантарас енӗпе ӗçлекен комитет тимлет, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тата «ТАТМЕДИА» АО филиалӗ «Сахнэ» журнал йӗркелет. Республикăн районӗсенчен, хулисенчен фестивале хутшăнакансен шучӗ кашни категорирех (ачасен çулне кура виçӗ категори палăртнă) ӳссех пырать.
Кăçал чăваш ача-пăча театрӗсем те йышлă пулчӗç гала-концертра. Ку савăнтарать, театрсен ертӳçисене мухтамалла. Ачасене пухса сцена çине кăларма йывăр-ши? Ачасемпе лартма кӗске, илемлӗ, çав вăхăтрах ыррине вӗрентекен пьеса тупма çăмăл-ши? Сцена тумӗсене, бутафорисене хатӗрлесси тата?... Ӗçӗ пайтах, пурте ăна пурнăçлама пултараймаççӗ. Маттуррисем «Сайяр» финалне тухнă, лауреат ята, вырăн çӗнсе илнӗ.
Элкел районӗнчи Пуриселӗнчен Анастасия Александровна Белова пулчӗ «Сайяр» финалӗнче. Çарăмсанри «Ландыш» ача садӗнче ӗçлекен Татьяна Петровна Султанова хăйӗн пӗчӗк артисчӗсемпе «Тилӗ тус» юмах лартса 1-мӗш вырăн йышăнчӗ. Çарăмсан районӗнчи Акрель шкулӗнче ӗçлекен Алефтина Германовна Мензелина та вӗренекенӗсемпе «Сайяр» призне çӗнсе илнӗ. Апас районӗнчи Чӗрккӗн ялӗнчи ача сачӗн воспитателӗ Тамара Борисовна Никитина аслăрах çулсенчи ачасемпе лартнă спектакль те театр ăстисене-жюри пайташӗсене килӗшнӗ, чӗрккӗнсене Хусана пӗтӗмлетӳ концертне чӗннӗ. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи В.Дементьев ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем ертӳçипе Алевтина Ивановна Журавлевапа «Сайяр» лауреачӗн ятне илнӗ. Кăçал вӗсем пӗрремӗш хут хутшăннă. Пăва районӗнчи Чăваш Киштекӗнче вӗренекенсем те Ольга Михайловна Бахтинова ертӳçипе пӗрремӗш хут хутшăннă. Вӗсем хăйсене сцена çинче питӗ ăнăçлă кăтартнă, республика шайӗнче 2-мӗш вырăн йышăннă.
Ентешӗмӗрсенчен кашни хисепе тивӗç, кашнине республика шайӗнче чăвашла пьесăсене, инсценировкăсене çӳллӗ шайра кăтартнăшăн тав тăвас килет. Малашне тата интереслӗрех, чаплăрах спектакль лартма хавхалантаракан сăлтав пур сирӗн.
Финала тухнă пӗр театр коллективӗ те парнесӗр юлмарӗ. Тав хучӗсемпе, лауреат дипломӗсене тивӗçнисене электроника лавккинчен 5, 15 пин тенкӗлӗх, 1, 2, 3 вырăн йышăннисене ытларах та, сертификатсем, Гран-при çӗнсе илнисене – кӗçӗннисен ушкăнӗ тата аслисен – 500 пиншер тенкӗ укçан преми пачӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев