Кăçал Тутарстанра ача-пăча лагерӗсенче 167 пин ача каннă
Çулла кану вăхăчӗ. Тутарстан ачисем республикăри сывлăхпа кану лагерӗсенче çеç мар ытти регионсенче те канаççӗ. Популярлисен шутӗнче Крымра вырнаçнă лагерьсем.
Республика ачисем çуллахи каникулсенче 1618 тӗрлӗ лагерьте каннă. Çавсен шутӗнче хула çывăхӗнчисем, палаткăллисем, санаторисемпе кăнтăрлахи форматсем, ӗçпе кану лагерӗсем.
Льгота категорине кӗрекен ачасене уйрăм тимлӗхпе пăхнă. Пӗтӗмпе 36 пин ача тӳлевсӗр каннă, çав шутра мобилизациленнисен ачисем. Сменăсен темисем спортпа, творчествăпа, патриотизмпа, вӗрентӳпе çыхăннă. Хула çывăхӗнчи лагерьсенче – 77248, санаторипе курорт евӗррисенче – 3364, палаткăллисенче – 12466, кăнтăрлахи лагерьсенче – 57049, ӗçпе кану евӗрлисенче 11306 ача-пăчапа çамрăк каннă. Хура тинӗс хӗрринчи 4 лагерьте (Анапа, Крым) 6190-ăн кайнă.

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви ачасен канăвне çирӗп контрольте тытса тăрать. Ведомство ертӳçи Ринат Садыков хăй те пӗрре мар кайса килнӗ лагерьсенчи ачасемпе тӗл пулма. Ведомствăсен хушшинчи комисси, унта Роспотребнадзор, ТР Вӗрентӳпе наука, Сывлăх сыхлав тата Çамрăксен ӗçӗсен министерствисем, МЧС, Росгварди кӗреççӗ, пӗтӗмпе 870 хутчен тӗрӗслевпе тухса кӗнӗ.
Кашни сменăрах Тăван Çӗршыв Хӳтӗлевçин тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне халалланă мероприятисем иртнине палăртса хăвармалла. Ачасем Аслă вăрçă ветеранӗсемпе тата ятарлă çар операцине хутшăннисемпе тӗл пулнă.

Ринат Садыков пӗлтернӗ тăрăх, кăçал ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе Тутарстанри 8 муниципаллă районта 8 спутник-лагерь тума 46,7 миллион тенкӗ уйăрнă. Çавсен шутӗнче Пӗкӗлме, Çӳлту, Çӗпрел, Кукмор, Лайăш, Мӗслӗм, Мензеле, Анат Кама районӗсем. Ку тепӗр 1000 ачана йышăнма майсем туса панă.
ТР Раисӗн хушăвӗпе Тутарстан шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное хулисен ачисене те канма майсем туса панă. Крымри «Сәләт– Ак Барс» çамрăксен центрӗнче 485 ача каннă. Иккӗмӗш смена сентябрӗн 12-мӗшӗчченех ӗçлӗ.

Калас пулать, республика ертӳçин хушăвӗпе 2019 çултанпа ача-пăчапа çамрăксен кану учрежденийӗсене тӗпрен юсассин, реконструкцийӗн, строительствин программи ӗçлет. Çак çулсен хушшинче 6,97 миллиард тенкӗлӗх 43 канупа сывлăха çирӗплетмелли лагере йӗркене кӗртнӗ. 2025 çулăн программине 14 муниципаллă йӗркеленӗвӗн 19 объектне çак программăна кӗртсе 1,3 миллиард тенкӗ уйăрнă.
Ача-пăчапа çамрăксен канăвӗ «Молодёжь и дети» нацпроектпа килӗшӳллӗн пурнăçланса пырать.
Сăнӳкерчӗк ТР Çамрăксен ӗçӗсен пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев