Кăçалхи Уявра çамрăксене курса савăнтăмăр
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ хăйӗн ӗçӗнчи тăван чӗлхепе йăла-йӗркесем патне çамрăксене ытларах явăçтарас тесе тунă утăмсем кăçалхи Уявра та палăрчӗç.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, чăваш тумӗ тăхăннă ачасемпе çамрăксем кăçалхи Уявра нумайрахчӗ. Ку куçа савăнтарать. Тем тесен те, Уяв вӗт çамрăксен йăли. Ваттисем ăна курма кăна тухнă. Республикăри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» юхăмӗн хастарӗсем яш-кӗрӗмӗн фестивалӗ лайăх ирттӗр тесе чунтан тăрăшрӗç, çак ӗçе системлăн илсе пырсан эпир палăртнă тӗллевсем патне çывхараятпăр.
Çапах пӗрер юрă е ташă вӗрентсе, чăвашла тумлантарса ачасене нумайччен концертсемпе уявсем тăрăх «эпир чăвашлăха аталантаратпăр» тесе илсе çӳреме пулать. Вырăсла каласан, показухăшăн пурăнакансем нумайланчӗç культурăра. Кунта чи кирли – чăваш ачисене чăвашла калаçмалла, унран та ытларах, чăвашла шухăшламалла. Çак тӗллеве пурнăçлайсан çеç эпир хамăр хыççăн тивӗçлӗ, йăла-йӗркесене кирлӗ пек тытса пыраякан ăру хăварма пултаратпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев