Кадрта – вырăссен икерчи
Тутарстанра вырӑс кухнин йӑли-йӗркине халалланӑ историпе культура проекчӗ хута кайрӗ
«Искусство русской кухня: вкус традиций» проект шайӗнче регионсенчи уйрӑмлӑхсене шута илсе вырӑс кухнин историйӗпе уйрӑмлӑхӗсене этнографи тӗпчевӗсем ирттерме, ҫавӑн пекех авалхи тата хальхи рецептсене, пурте пӗлекеннисенне те, сайра тӗл пулакан апат-ҫимӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗр ҫӗре пухма тӗв тунă.
Проект пуҫламӑшӗ – тӗрлӗ-тӗрлӗ икерчӗ хатӗрленине ӳкересси. Ку çимӗç вырӑс тараватлӑхӗн, уяв культурин пурте пӗлекен паллисенчен пӗри пулса тăрать. Чи пӗрремӗш кадрсене Иосаф светитель килӗнче, фольклорпа этнографин «Духов день» ҫемье студийӗнченче хӑнара ӳкерсе илнӗ.
Проекта пурнӑҫа кӗртни тӗрлӗ сословисен — дворянсен, купцасен, мещенсен, хресченсен, тӗн çыннисен – кун-ҫулне, историне гастрономи хăй евӗрлӗхӗ урлă кăтартма май парать. Тутарстан районӗсенче апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли уйрӑмлӑхсемпе, чӗрӗ кулинари йӑли-йӗркипе паллаштарать.
«Эпир тӗпчевҫӗсемпе, ӑстаçăсемпе ҫак темӑна пӗрремӗш хут ҫакӑн пек масштабпа ҫӗклетпӗр. Пирӗншӗн ку пысӑк яваплӑх, проектӑн пӗтӗмлетӗвӗпе кӗнеке хатӗрлесе кӑларасшăн. Унпа республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ тӗпелӗнче куллен усă курӗç, шанатӑп», – планӗсем çинчен каласа парать ТР Вырӑс наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ Ирина Александровская.
Сăнӳкерчӗк @minkcult_rt.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев