Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кайăксем юрлама пăрахрӗç-тӗк, çанталăк улшăнать

Çу уйăхӗн 18-мӗшӗ – Арина. Шултра пӗлӗтсем кăнтăртан çурçӗрелле шăваççӗ пулсан çывăх вăхăтра çумăр çăвать. Кушак курăк çини те кӗçех çумăр пуласса систерекен паллă.

Çу уйăхӗн 19-мӗшӗ – Иов. Сăпсасем уçă вырăнта йăва çавăраççӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать. Ир çинчен сывлăм ӳкмен – çанталăк улшăнасса. Çак кун çумăр çусан уйăх вӗçленичченех йӗпе-сапа пулать.

Çу уйăхӗн 20-мӗшӗ – Купальница. Çӗнӗ уйăх чух пахча çимӗç аксан вăрлăха хуртсем çисе яраççӗ тенӗ. Акнă-лартнă чух çил хӗвеланăçӗнчен е хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен аван.

Çу уйăхӗн 21-мӗшӗ – Иван. Уйăх тӗтреллӗ курăнсан çанталăк пăсăласса кӗт. Пӗлӗтсем пӗр çӗре купаланни те çумăр пуласса систерекен паллă. Ирхине асамат кӗперӗ курăнсан – çанталăк пăсăласса, каçхинехи – уяр кунсем пуласса. Аслати авăтать-тӗк, çак уйăх вӗçӗнче те аслатиллӗ çумăрсем пулӗç.

Çу уйăхӗн 22-мӗшӗ – Çурхи Микула. Микула кунӗнче çумăр çуни аван паллă – тырпул аван çитӗнет. Шапасем кваклатма пуçланă-тăк – сӗлӗ ăнса пулать. Ирхи сывлăмпа пит çусан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнатăн теççӗ. 

Çу уйăхӗн 23-мӗшӗ – Симон. Ку кун çумăр çуни вара çулла йӗпе-сапаллă çанталăк пуласса пӗлтерет. Вӗлле хурчӗсем хăвăрттăн вӗçеççӗ – уяр çанталăка.

Çу уйăхӗн 24-мӗшӗ – Мокий. Ку кун çумăр çуни те çу тăршшӗпех çумăр çăвасса пӗлтерет-мӗн. Хӗвел хӗрелсе тухсан – аслатиллӗ çумăрсем вăраха тăсăласса. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы