Кӑҫал Думӑра ларакансене суйлӑпӑр
Тутарстанӑн Тӗп суйлав комиссийӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин суйлавӗсене хатӗрленме пуҫланӑ
"Уйрӑм партисемпе кандидатсем хушшинче конкурентлӑ кӗрешӳ кӗтетпӗр. Хӑй енчен ТР ЦИКӗ суйлавсем таса тата закон тӑрӑх иртчӗр тесе йӑлтах тума хатӗр", – тесе пӗлтернӗ ТР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Андрей Кондратьев.
Малтанласа сасӑлав кунне сентябрӗн 19-мӗшӗнче тесе ҫирӗплетнӗ. Закон тӑрӑх, суйлавсем сентябрӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче иртеҫҫӗ. Шӑп ҫак кун Патшалӑх Думин депутачӗсен 5 ҫулхи срокӗ тухать. Хальхи вӑхӑтра Думӑра Тутарстанран 15 депутат ӗҫлет: улттӑшӗ пӗр мандатлӑ округсемпе сӳйланнӑ, тӑххӑрӑшӗ парти списокӗсемпе.
"РФ Думин 8-мӗш пухӑвӗнче Тутарстанри пӗр мандатлӑ округсенчен 6 депутат суйланать. Парти списокӗсемпе суйланнӑ депутатсен шутне суйлав иртнӗ хыҫҫӑн кӑна пӗлетпӗр", – ӑнлантарнӑ ТР ЦИК председателӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев