Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Каллех питбакпа пыракан 15 çулти качча тытнă

Патшалăх регистраци паллисӗр питбайкпа пыракан çамрăка чарнине Çырчалли автоинспекторӗсем пӗлтереççӗ. Паллах, каччă руль умне правасăр ларнă. Мотоцикла штрафстоянкăна ăсатнă.

Автоинспекторсем ачасен хăрушсăрлăхӗ тӗлӗшпе ашшӗ-амăшне сыхă пулма, вӗсен ăçтине тăтăшах тӗрӗслесе тăма ыйтаççӗ, вӗсем валли мотоцикл, питбайк йышши хăрушă теттесем туянма, автомобильсемпе мотоциклсен уççисене ачасен куçӗ умӗнче тытма хушмаççӗ.  Скутерсемпе машинăпа правасăр çӳреме чарма сӗнеççӗ.

Аса илтеретпӗр, çул çитмен водителе (вăл 16 çула çитсен) мопед, мотоцикл, скутер, автомобиль умне  правасăр ларсан 5 пин тенкӗрен пуçласа 15 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ. Енчен те çул çитмен ача 16 çултан кӗçӗнрех пулсан, уншăн ашшӗ-амăшӗне административлă явап тыттараççӗ.

ТР ШӖМ-ӗн Патшалăх автоинспекцийӗн сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нарушение пдд подростки #Безопасность #ДетиНаДорогах