Каллех сӗрӗм тивнӗ, хальхинче Элметре
Элмет хулинчи нумай хваттерлӗ çуртра пурăнакан пӗр çемьери 54 тата 29-ти хӗрарăмсем, 32-ри арçынпа кăкăр ачи сӗрӗм тивнипе чутах вилсе кайман.
Пурне те килӗнче тăрук япăх пулса кайнă хыççăн больницăна вăхăтра пулăшу ыйтса килни çăлса хăварнă вӗсене. Медицина пулăшăвне илсен çемье çав кунах киле таврăннă. Паллах, газ службин специалисчӗсем хваттере тӗрӗсленӗ хыççăн. Чӳречене уçсан вентиляци труби сывлăша лайăх туртнине палăртнă вӗсем, анчах ванна пӳлӗмне вырнаçтарнă электровентиляцие пула сӗрӗм урамалла мар, каялла хваттере тухса пухăннă-мӗн. Шăп çавăнпа çемьене сӗрӗм тивнӗ те, телее вăйлах мар.
Аса илтеретпӗр, çӗнӗ çул пуçланнăранпа çынсене сӗрӗм тивнӗ пӗрремӗш тӗслӗх мар республикăра ку, темиçе кун маларах кăна-ха çакнашкал инкек Тури Услонра пулнă, унта икӗ ачапа ашшӗ тата асламăшӗ сӗрӗм тивнипе вилсех кайнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев