Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кама леш енчи чăваш утравӗ

Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимнази-интернатăн статусне полилингвальлӗ тесе палăртман пулсан та вăл çак функцие туллин пурнăçлать. Гимназире ачасем пилӗк чӗлхе – вырăсла, тутарла, чăвашла, нимӗçле тата акăлчанла вӗренеççӗ. Хушма пӗлӳ программинче чăваш фольклорӗ те пур. Кружока Т.А.Носевич ертсе пырать. Вăхăтӗнче официаллă статусӗпе чăваш гимнази-интерначӗ пулнăскер, йăлана малалла тăсать. Урăхла каласан, Кама леш енчи чăваш утравӗ пулма пăрахмасть.

Кунта вӗренекенсем чăваш чӗлхи тата литература предмечӗсемпе çулсерен иртекен республика олимпиадине хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççӗ. «Сувар» хаçат ирттерекен конкурссенче те хастар. Аслă Çӗнтерӗве халалласа ирттернӗ «Чыс та мухтав çӗршыва хӳтӗлекенсене» ӳкерчӗксен конкурсӗнче те акă Устина Кудряшова, Вера Леонтьева тата Ксения Кудряшова кашни хăйӗн ӳсӗм категорийӗнче çӗнтерчӗç. Сентябрӗн 29-мӗшӗнче вӗсене чыслама эпир ятарласа гимнази-интерната çитсе килтӗмӗр.

Гимнази нумай çул Шупашкарти И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗпе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗпе тачă çыхăнура пулнăран Чăваш Ен тӗп хулин педагогӗсемпе студенчӗсем яланхи хăнасем кунта. «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» вăйă-викторина, тӗслӗхрен, Тутарстанри чăваш шкулӗсенче вӗренекенсемпе Шупашкар студенчӗсене пӗр площадкăна пухать. Ку та лайăх.

Тăван чăваш чӗлхипе культурине вӗрентекен тӗп шкул шутланать вăл таврара. Хулари вӗрентӳ заведенийӗсенчен уйрăлса тăракан çак хăйне евӗрлӗхе 2022-2023 вӗренӳ çулӗ тӗлне ирттернӗ тӗпрен юсав тата вăйлăрах палăртнă. Кунта чăваш чӗлхине вӗрентни çурт фасадӗнчи хӗрлӗ-сарă тӗссенчен, чăвашла çырнă шкул вывескинчен таçтанах курăнать. Шалти стенасем çинчи чăваш эрешӗсем, кабинетсемпе классене чăвашла çырни куçа илӗртет, килен-каянпа ачасем чăвашлах «Аван-и?» тесе сывлăх сунни чуна ăшăтать. Пӗр сăмахпа каласан, Галина Анатольевна Ляхова ертсе пыракан коллектив тăван чӗлхене аталантарассинче пысăк ӗç тăвать. Кунта чăваш ачисем кăна вӗренменнине шута илсен пушшех те.

Паян кунта пӗтӗмпе 250 ача пӗлӳ илет, вӗсенчен 27-шӗ интернатрах пурăнать. Иккӗмӗшӗсем Тукай, Анат Кама районӗсенчи ялсенчен тата хула хӗрринчи микрорайонсенчен килнӗ. 

Республика программипе тӗпрен юсав ирттернӗ хыççăн гимнази-интернат палламалла мар улшăннă.

– Гимнази-интернат çуртне юсама ыйтса ТР Раисӗ Р.Минниханов патне çырупа тухрăмăр, вăл пире шантарчӗ. Анат Кама районӗн администраци пуçлăхӗпе Айдар Метшинпа РФ Патшалăх Думин депутачӗ Олег Морозов тăрăшнипе кунта тӗпрен юсав кăна мар, реконструкци те турӗç. Типовой шкул мар, ача сачӗн çурчӗ кăна пулнипе ятарлă спорт залӗсем çукчӗ пирӗн. Халӗ икӗ спорт залӗ, уçă библиотека зони, урамра футбол, баскетболпа волейбол уйӗсем, вылямалли комплекссем, чупмалли çулсем, тренажерсем. Кун çинчен ӗмӗтленмен те эпир. Кабинетсене, столовăя реконструкцилесе урăх сăн кӗртрӗç. Çӗнӗ оборудованисем, сӗтел-пукан лартрӗç, интернатра та вырăн япалисем таранах çӗнӗ халь пирӗн», – хавхаланса паллаштарчӗ çӗнӗлӗхсемпе гимнази директорӗ. 

Сăмах май, «Фонд поддержки социальных инициатив» ыркăмăллăх фончӗ гимнази-интерната çак кунсенче кăна-ха интерактивлă панель кӳрсе савăнтарнă. Ачасене çемье хаклăхӗсене, сывă пурнăç йӗркине тӗпе хурса тӗрлӗ енлӗ аталантаракан гимнази-интернатшăн ку питӗ кирлӗ япала. Кружоксем кăна 10 тӗрлӗ вӗт кунта, çав шутра «Семьеведени», «Моделировани», «Чăваш фольклорӗ», «Театр», «Курай», «Белая ладья» (шахмат), «Ирӗклӗ кӗрешӳ» тата ыттисем.

Шкул администрацийӗ сиенлӗ йăласене хирӗç профилактика мероприятийӗсене ачасемпе хăйсемпе те, ашшӗ-амăшӗсемпе те нумай ирттерет. Вӗсенчен пӗрне уйрăмах палăртса хăварас килет, вăл – «Таса кӗсье, таса портфель» акци. Унпа килӗшӳллӗн, кашни ир ачасен кӗсйисемпе портфельне тӗрӗслесси йăлара кунта. Кун валли ашшӗ-амăшӗсенчен алă пустарсах ирӗк илнӗ шкул администрацийӗ. Çитӗнекен ăру хушшинче хальхи вăхăтра анлă сарăлнă электронлă сигаретсемпе тата наркотик пек сиенлӗ япаласемпе кӗрешмелли питӗ лайăх мел ку, мӗншӗн тесен ашшӗ-амăшӗпе шкул пӗрле тумалли ӗç.

Анат Камăри гимнази-интернат çитес вăхăтра каллех хăнасем йышăнма хатӗрленет. Октябрӗн 27-мӗшӗнче кунта Тутарстан чăваш çамрăкӗсен черетлӗ «Аталан» форумне ирттерме палăртнă. Яланхи пекех унта республикăри ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн çамрăкӗсемпе районсенчи чăваш шкулӗсенче вӗренекен ачасем хутшăнаççӗ. Форума Аслă Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халаллаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ), 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана