Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăмăл пуррисене «Батыр» кӗтет

Аса илтеретпӗр, РФ Оборона министерствипе республикăн хуть хăш районӗпе хулинче те контракт çырма юрать, кун валли 8 (800) 222-59-00 е 117 номерсемпе шăнкăравласа заявка кăна хăвармалла е çар комиссариатне, е контрактпа çара суйласа илекен пунктсене килмелле. Хусанста Воровский урамӗнче вырнаçнă «Батыр» центра контракт çыракансене кӗтеççӗ.

Ӗç кунӗсенче вăл ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 18 сехетчен ӗçлет.

Кирлӗ мӗнпур документа тата медицина справкине кунта пӗр талăкрах хатӗрлеççӗ. Контракт службипе интересленекене администратор кӗтсе илет те пӗтӗмӗшле информаципе паллаштарать. Кун хыççăн менеджер патне ярать. Асăннă специалист ăна биографи, заявлени, рапорт, контракт çырма пулăшать. Тӳлевсене куçарма банк карттин реквизичӗсене çырса юлать. Енчен те гражданинăн банкра шут çук-тăк, вăл кунтах вырнаçнă 4 банк филиалӗнчен пӗрне суйласа уçма пултарать. 

Медкомиссипе те йывăрлăхсем çук. Хулари 16-мӗш поликлиникăра 40-60 минутрах хирург, стоматолог, дерматовенеролог, психиатр, офтальмолог, терапевт, отоларингологпа невролог патӗнче сывлăхне тӗрӗслеттерме, çаплах лаборатори диагностикине (токсикологи, юн анализӗ, кардиограмма, флюорографи) тума май пур. Психо-, нарко- тата туберкулез диспансерӗсене запрос та кунтанах ярать. 

Енчен те çыннăн шала кайнă чирӗсем, судпа явап тытакан вӗçленмен срокӗ çук-тăк, харпăр ӗçне çар комиссариатне, приказа кӗртме яраççӗ. Кун хыççăн кандидат ку е вăл çар чаçне ăсанать.

Çарта пулнă кӗçӗн составăн çар билетӗнче кăтартнă çар званийӗ сыхланса юлать. Офицерсен должноçне çар комиссариачӗ палăртать. Укçа-тенке малалла çар званине тата должноçа кура тӳлеççӗ. Ятарлă çар операци зонинче уйăхсерен парăнакан чи пӗчӗк тӳлев 210 пин тенкӗпе танлашать. Уйрăм командирӗн — 232, командир заместителӗн 242 пиншер тенкӗ.

Ытти регионтан килекенсене куратор парăнать. Кандидата вăл вокзалтах кӗтсе илет те хăна çуртне вырнаçтарать, апатланупа тивӗçтерет, билет туянма, калаçусем иртме пулăшать. 

Контрактпа çара каякансене ветеран статусӗ, хупман кредичӗ пулсан кредит каникулӗ парăнать. 

Ирина НИКОЛАЕВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #служба по контракту