«КАМАЗ-мастер» команда «Пурçăн çул» раллие 5 экипажпа хутшăнать
Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда «Пурçăн çул» (Шелковый путь) раллие хутшăнать.
Çӗршыври автоспортăн лидерӗ тата тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче çӗршыв чысне яланах ăнăçлă хӳтӗлекен команда унта хальхинче 5 экипажпа хутшăнать:
Эдуард Николаев пилот, Евгений Яковлев штурман, Дмитрий Авдеев механик;
Дмитрий Сотников пилот, Руслан Ахмадеев штурман, Ильгиз Ахметзянов механик;
Андрей Каргинов пилот, Иван Мальков штурман, Даниил Телепов механик;
Богдан Каримов пилот, Дмитрий Никитин штурман, Алмаз Ахмедов механик;
Сергей Куприянов пилот, Александр Куприянов штурман, Иван Татаринов механик.
«Пурçăн çул» ралли маршручӗ кăçал Раççей тата Монголи территорийӗсенче иртет. Ăмăрту Томск хулинче пуçланать те Улан-Баторта вӗçленет. 11 тапхăрта спортсменсем 5200 километра хыçа хăварӗç.
Ентешсене ăнăçу тата çӗнтерӳ сунатпăр!
Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев