Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кандидатсен конкуренцийӗ пысăк

ТР Патшалăх Канашӗн VII вулавне депутатсен суйлавне пилӗк çулхи каяллахипе танлаштарма çук. Улшăнусем пысăк. Пӗрремӗшӗнчен, çӗршывшăн çăмăл мар вăхăтра иртет, Украинăра ятарлă çар операцийӗ пынăран пире ют çӗршывсем экономика енчен вăйлă хӗсеççӗ, иккӗмӗшӗнчен, хăрушсăрлăх çине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрма хистет. «Суйлав участокне килнӗ кашни çын кунта хăрушсăррине туйтăр, пӗлтӗр. Паянхи суйлавра ШӖМ, Росгварди, ФСБ, МЧС сотрудникӗсем хăрушсăрлăхпа тивӗçтереççӗ, эпир вӗсемпе вӗçӗмсӗр çыхăнура. Медицина ӗçченӗсем те кашни суйлав участокӗнчех пур», — çапла пӗлтерчӗ Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пӗрремӗш брифингра.

Суйлав участокӗсенче пилӗк çул каялла видеосăнав камерисем вырнаçтарнă кăна пулсан, хальхинче кирлӗ мӗнпур технологи оборудованийӗ пур. Обществăлла сăнавçăсен шучӗ те самай ӳснӗ, хальхи суйлавра вӗсем пирӗн республикăра кăна 16 пинӗн, ытларах çамрăксем.
«Законодательство та, кандидатсем те халӗ урăхларах. Кандидатсем вăйлă хатӗрленнисем. Конкуренци пысăк, Патшалăх Канашне пӗр вырăна 4,6 кандидат. Муниципалитетсенчисен тата пысăкрах, Çӳлтура, тӗслӗхрен, 11 çын таранах», — терӗ.

Республикăри 2760 суйлав участокӗ те паян 7 сехетре Раççей тата Тутарстан гимнӗсемпе уçăлнă. Ытти регионсенчен суйлава пӗр сехет маларах пуçлама Андрей Станиславович республикăри суйлавçăсен активноçӗ пысăкки хистенине каларӗ.

 Суйлав кампанине икӗ пысăк тапхăрпа хатӗрленнӗ, урăхла каласан, кандидата тăратни тата регистрацилени. Суйлава хутшăнма кăмăл пуррисенчен кашнин заявленине йышăннă. 100 депутат мандатне — 472 (вӗсенчен 382-шне регистрациленӗ), парти списокӗпе — 168 тата пӗр мандатлă округсенчен — 217 кандидат заявлени панă.

Тӗп суйлав комиссийӗнче пурӗ пилӗк парти: «Новые люди», «ЛДПР», «Справедливая Россия — За правду», «Единая Россия», «КПРФ» — регистрациленнӗ.
— Суйлав хальхинче хутăш системăпа иртет. Ку вăл политика патрине, пӗр мандатлă округсен кандидатне уйрăм суйлама май парать. Çапла майпа республикăра 50 депутата парти списокӗпе, тепӗр 50-шне пӗр мандатлă округсем тăрăх суйлатпăр. Шăп çак тӗллевпе суйлавçă хальхинче алла икӗ бюллетень илет.

Кăçал суйлава республикăра пурӗ 2,9 миллион çыннăн, çав шутран 17 пин çамрăкăн пуçласа, суйлама ирӗк пур. Кашни çын хăй ăçта суйлассине сентябрӗн 4-мӗшӗччен палăртмаллаччӗ. Ку е вăл сăлтавпа сентябрӗн 8-мӗшӗнче вырăнта пулманнисем «Мобильлӗ суйлавçă» механизмпа усă курма май пур. Заявление маларах РФ Патшалăх услугисенче, МФЦра памаллаччӗ. Тутарстанра 20 пин çын çак механизма усă курса хăйне меллӗ вырăнта суйлама кăмăл тунă.

Сывлăха пула суйлав участокне çитейменнисем яланхи пекех хальхинче те килте сасăлама пултараççӗ. Кун валли хăй е шаннă çынни суйлав участокне шăнкăравласа пӗлтермеллеччӗ. Спикер çак категорири граждансем паян (сентябрӗн 8-мӗшӗнче) 14 сехетчен шăнкăравлама пултарнине аса илтерчӗ.

Андрей Станиславович «хӗрӳ линипе» 600 шăнкăрав килнине те асăнса хăварчӗ, вӗсенчен пӗри те суйлав ӗçӗн чăрмавӗпе çыхăнман. Çынсем, тӗпрен илсен, вăхăтран маларах суйлассипе, «Мобильлӗ суйлавçă» механизмсемпе интересленнӗ, хăйсене списока кӗртменни пирки те шăнкăравлакансем пулнă.

Тутарстан суйлава уяв пек хаваслă ирттерес ырă йăлана хальхинче те пăрахăçламан, суйлавра паракан ятарлă сулă обществăлла транспортпа тӳлевсӗр çӳреме тата уяв мероприятийӗсене кӗме май парать. «Тутарстан суйлава пысăк уяв пек ирттерессине йăлана кӗртни лайăх. Халăх кăмăлне çӗклет ку. Мероприятисене хула районсем хатӗрлеççӗ, ку ӗçе эпир хутшăнмастпăр, çапах та ырлатпăр», — терӗ спикер.
 Аса илтеретпӗр, суйлав участокӗсем 20 сехетчен ӗçлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024