Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кантăр акса ӳстерекенсем халӗ те пур иккен

«Аслă çулăн хӗррине кантăр акса тултарнă, телейсӗрсен кӗнекине ята çырса хăварнă», – тесе юрлаççӗ Тăхăрьялта салтака каякансем. Ку салтак юррисенчи авалхи куплет ӗлӗк хуçалăхсем пир-авăр е вӗрен производстви валли кантăр акса ӳстернӗ вăхăта илсе каять пире. Хальхи вăхăтра кантăр унта-кунта тӗл-тӗл çеç ӳскелет. Паянхи кун кантăра ятарласа наркомансем кăна акма пултарççӗ тесе калама пулатчӗ.

Анчах та, нумай пулмасть Азнакай районӗнчи Актюба çывăхӗнчи пӗр хирте çак курăк шăтса тухсан вырăнти халăх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Çынсем кантăр курăкне кам акнипе кăсăкланнă тата çак ӗçӗн саккунлăхӗ те интереслентернӗ çамрăксен сывлăхӗшӗн пăшăрханакансене. 
Азнакай районӗн ял хуçалăх управленийӗн начальникӗ Рамиль Исламов пӗлтернӗ тăрăх технический текен кантăра акма районта 600 ытла гектар хир уйăрнă. Çак метриалпа «Союз-Агро» технически текен сахароза тунă çӗрте усă курма палăртать тата строительство матриалӗсен компоненчӗсене тунă çӗрте. Акнă кантăртан мӗнле те пулин нарокотикла хатӗрсем туса кăларма çук. Шалти ӗçсен министерствин вырăнти уйрăмӗпе çак ыйтăва çуркуннех татса панă. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев