Карап виçӗ çултан хăй вырăнне ишсе çитнӗ
Шупашкарсем карапа республика 100 çул тултарнă çулталăкра илсе килнӗшӗн савăнаççӗ. Ăна шӗкӗр хулари Атăл çыранӗн хӗррине вырнаçтарса ăшӗнче тинӗс çар музейне тăвасшăн
Июлӗн 15-мӗшӗнче Шупашкара «Чебоксары» хурал карапне илсе çитернӗ. Вăл СССР погранчаçӗсен тытăмӗнче Латвири Вентспилс портӗнче хӗсмет иртнӗ, каярах Калининград облаçӗнчи Балтийск хулинче. Ăна шыва 1988 çулта антарнă пулнă, 2017 çулта ретрен кăларса Раççей Правительстви Шупашкар хулин пурлăхне куçарнă. Анчах ăна Чăваш Енӗн шӗкӗр хулине илсе килме республикăн ун чухнехи влаçӗсем укçа тупайман. Шупашкар хула мэрӗн Алексей Ладыковăн сăмахӗсемпе, карапа Олег Николаев пулăшăвӗпе çеç портри вырăнтан хускатнă.
Шывай лодкисемпе кӗрешекен «Шупашкарăн» корпусӗ 57 метр, сарлакăшӗ 10. Ăна Ярославльти карап тăвакан заводра туса кăларнă. Экипажӗ 36 çын пулнă. Сăмах май, каласа хăвармалла, Калининград облаçне Чăваш Республикипе çыхăнтаракан карпсем тата та пур. Хальхи вăхăтра Балтика тинӗсӗнче «Чувашия» ракета катерӗ тата «Новочебоксарец» тральщик ишеççӗ.
Шупашкарсем карапа республика 100 çул тултарнă çулталăкра илсе килнӗшӗн савăнаççӗ. Ăна шӗкӗр хулари Атăл çыранӗн хӗррине вырнаçтарса ăшӗнче тинӗс çар музейне тăвасшăн.
ЧР Правительствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев