Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Каравон» Вырăс культурин уявӗ, чăннипе вăл пурин уявӗ те

«Каравон» вырăс юррин конкурсӗ, çав вăхăтрах ал ăстисемшӗн те пысăк, кӗтнӗ мероприяти пулса тăрать

 

Çулран çул тӗрекленсе, вăйланса пыракан Лайăш районне юрлама юратакансем, вырăс культурине килӗштерекенсем «Каравон» Пӗтӗм Раççейри фестиваль тăрăх пӗлеççӗ. Районăн чи чаплă бренчӗ пулса тăнă вырăс культурин уявӗ кăçал 33-мӗш хут иртет.

Паян кунта ир-ирех илемлӗ пултарулăх коллективӗсем килсе çитнӗ. Вӗсен шучӗ кашни уяв иртмессерен ӳссе пырать – Тутарстан районӗсенчен кăна 200 коллектив, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен – Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен, Курск, Пенза, Свердловск облаçӗсенчен  – килсе çитнӗ.

«Каравон» вырăс юррин конкурсӗ, çав вăхăтрах ал ăстисемшӗн те пысăк, кӗтнӗ мероприяти пулса тăрать. 2025 çулта 136 алă ăстине суйласа илнӗ йӗркелӳçӗсем.

Халăх вăййисем, ӗçми-çими те, тӗслӗхрен, Лайăш таврашӗнче тытса типӗтнӗ çупах – кашни кăмăлне тивӗçтерет ку уявра. Чуна кантарма та, хул-çурăма вылятма та, пӗçерекенне мухтаса тутлă апат çиме те май пулчӗ.

Кăçалхи «Каравонăн» хедлайнерӗ РФ тава тивӗçлӗ артистки Варвара. Ятарласа чӗннӗ хăнасем – «Партизан FM» тата «Хвоя» ушкăнсем.

Тӗплӗнрех уяв çинчен «Суварăн» çитес номерӗнче вуласа пӗлӗр.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники