Кашни ҫул ҫӗнӗ машина
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни ҫул ҫӗнӗ машина

Ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗсен мобиллӗ пулмалла, пур ҫӗре те хӑвӑрт ҫитмелле

 Рустам Минниханов 93 "Нива-Шевроле" тата 17 вырӑнлӑ ҫичӗ микроавтобус уҫҫисене республикӑри ял хутлӑхӗсен ертӳҫисене тыттарнӑ. Вӗсем пурте муниципаллӑ йӗркеленӳсен хушшинче иртекен смотр-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем.

"Кашни ҫул ял хутлӑхӗсене машинасем парасси йӑлана кӗчӗ. 10 ҫул хушшинче 2,3 пин автомобиль", – тенӗ Минниханов.
Ун сӑмахӗсемпе, пандеми вӑхӑтӗнче ялсенче ҫынсене васкавлӑ пулӑшу памалли транспорт кирлӗ. Тӗслӗхрен, препаратсем кӳрсе пама е чирлӗ ҫынна илсе кайма. Хӑш чухне вӗт санитари машинине кӗтсе илеймен вӑхӑтсем те пулаҫҫӗ.
"Региона ҫӗршыв масштабӗсенче тивӗҫлӗ пултарасси – пирӗн тӗллев. Сирӗн системӑллӑ ӗҫӗре пула, пирӗн пӗрлехи ӗҫе пула республика паян лайӑх вырӑн йышӑнать. Самантпа усӑ курса тивӗҫлӗ ӗҫӗршӗн тав тӑвас килет", – хушса каланӑ Президент район пуҫлӑхӗсене.
Уҫӑсем парас церемоние ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Министрсен Кабинетӗнчи Председателӗ Алексей Песошин, Тутарстанри муниципаллӑ йӗркеленӳсен Канашӗн Председателӗ Экзам Губайдуллин хутшӑннӑ.


Нет комментариев