Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш - 6

Эпӗ хамăн кушакпа çынпа калаçнă пекех пуплетӗп. Вăл этем пурнăçне те ăналана пуçларӗ ахăр. Мяуклатма та пăрахрӗ. Халӗ вăл кăларакан сасăсем ытларах намăссăр сăмахсене аса илтереççӗ

– Анне, эпӗ ӗнер ӳкрӗм те урана хытă ыраттартăм, – тет Чипер Маринене шкула çӳрекен хӗрӗ.
– Вара макăртăн пуль?
– Çук.
– Ай, маттур! Ма макăрмарăн вара?
– Ара, килте никам та çукчӗ те...
* * *
Чăнкă Мирун аппăшӗн ывăлне вӗрсе каламалли труба парнеленӗ. Темиçе кунран пиччӗшне тӗл пулсан ача:
– Пысăк тав сана, Мирун тете, мана труба парнеленӗшӗн! – тет.
– Сана труба çав тери килӗшрӗ-и? – тӗпчет Мирун.
– Килӗшмесӗр! – ăнлантарать ача. – Анне мана кăнтăрла трубапа каласа шав ан кăлар тесе 2 тенкӗ, атте каçпа ан выля тесе 5 тенкӗ тӳлет.  

Надежда Лютерова сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев