Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш: «Атя кушак çури туянатпăр?»

– Атя кушак çури туянатпăр? – тет Чăнкă Мирун арăмне. – Пӗлетӗн вӗт-ха, манăн чӗрчунсен çăмӗ çине аллерги, – хуравлать арăмӗ. – Ак тата, кӗрӗксем çине аллерги çук-çке сан...

Налог инспекцийӗн пуçлăхӗ хăй пекех тепӗр пуçлăхран ыйтать:
– Сана пăхăнса тăракансем ӗçе пурте вăхăтлă çӳреççӗ, никам та кая юлмасть. Епле майпа итлеттерме пултартăн-ха вӗсене?
– Кунта нимле вăрттăнлăх та çук: ман патра 800 çын ӗçлет, тӳлевсӗр парковкăра вара 400 вырăн çеç...
* * *
Арăмӗн сăмахӗнчен тухайман икӗ арçын тӗл пулнă тет.
– Сирӗн хирӗçӗвӗр мӗнпе вӗçленчӗ? – ыйтать пӗри.
– Ман пата чӗркуçленсе пычӗ.
– Вара мӗн терӗ?
– «Кравать айӗнчен тух, эп лăплантăм», – терӗ.
* * *
«Марине, чунăмçăм! Эпӗ сана питӗ хытă юрататăп! Сансăр пурăнаймастăп! Паян каçхине 19.00 сехетре сана Ленин палăкӗ патӗнче кӗтсе тăрăп», – тесе çырнă пӗр каччă асфальт çине.
Палăртнă вăхăтра Ленин палăкӗ умне пилӗк хӗрпе виçӗ кинеми пырса тăнă, пурте Марине ятлă.
* * *
Вӗçкӗн Ваççа чечек лавккине кӗрет. Чи хитре чечексене суйласа илсе çыхă туса пама ыйтать вăл сутуçăна, илемлӗ открытка çине «Куляран» тесе çыртарать, курьер урлă арăмне çитерсе пама ыйтать. Сутуçă:
– Чимӗр-ха, эсир Ваççа ятлă вӗт-ха?
– Тӗрӗс. Анчах та мана паян килтен кайма сăлтав кирлӗ.
* * *
– Атя кушак çури туянатпăр? – тет Чăнкă Мирун арăмне.
– Пӗлетӗн вӗт-ха, манăн чӗрчунсен çăмӗ çине аллерги, – хуравлать арăмӗ.
– Ак тата, кӗрӗксем çине аллерги çук-çке сан...

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев