Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни иккӗмӗш преступление IT-технологисем урлă тунă

2023 çулта Тутарстанра IT-технологисем урлă 26,5 пин преступлени тунă, 2022 çултипе танлаштарсан 47,5 поцент ытларах ку.

Кун çинчен ТР ШӖМӗн ертӳçисене вăхăтлăха пурнăçлакан Алексей Соколов çак кунсенче ведомствăн çулталăкри ӗçне пӗтӗмлетнӗ ларура пӗлтернӗ. Вăл каланă тăрăх, çакнашкал кашни виççӗмӗш преступление Тутарстан тулашӗнчен тунă. Чи пысăк пайӗ, 17,6 пин, граждансен шучӗ çинчен укçана дистанциллӗ майпа вăрлани. 2,4 пинӗшӗ ют компьютера кӗни, 414-шӗ хăратса укçа илни.

Дистанцилле майпа тунă преступленисене уçсассипе республика Раççейре виççӗмӗш вырăнта. ТР Раисӗ Р. Минниханов интернет, телефон урлă тунă преступленисен мелӗсем пӗрмай улшăнса тăнăран граждансене сыхăрах пулмалли çинчен информацие пӗлтерсех тăма хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество