Кашни ветерана пулăшу памалла пирӗн
Юлашки 3 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсен шучӗ икӗ хут чакнă республикăра. Паянхи кун Тутарстанра пурӗ 92 фронтовик кăна сывă. Вӗсенчен кашнине пысăк тимлӗх уйăрма хушрӗ ТР Раисӗ Р.Минниханов.
Пулăшу ӗçне пирӗн кашни ветеран ăна талăкӗпех туймалла йӗркелемелле, тенӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов ӗнер, ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ Тутарстанра Аслă Çӗнтерӗвӗн 81 çулне тата Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗнче паллă тăвассипе çыхăннă йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче.
Лару пуçлансанах Рустам Нургалиевича Мускаври Паллă мар салтак вилтăпри умӗнчи ӗмӗрхи çулăмӗллӗ ятарлă лампăна пачӗç. «Астăвăм çулăмӗ» Тутарстана майăн 6-мӗшӗнче çитнӗ. Акцие 2021 çултанпа «Народный фронт» юхăм ирттерет. Патриотсем ăна ветерансем, передовойӗнчи салтаксем патне тата Раççей регионӗсемпе ют çӗршывсене илсе çитереççӗ. Сăмах май, Аслă Çӗнтерӗвӗн 81 çулӗн мероприятийӗсене «Астăвăм çулăмӗ» ӗнер М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗ умӗнче торжествăлла церемонипе пуçларӗ.
Ларура тӗп доклада ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева турӗ. Вăл каланă тăрăх, республикăра паянхи кун тӗлне 5 пин те 534 ветеран, асăнтăмăр ӗнтӗ, вӗсенчен 92-шӗ фронтовик, пурăнать. РФ Президенчӗн Указӗпе Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне ветерансене пӗр хутчен тӳлев, РФ Президенчӗн тата ТР Раисӗн саламӗсемпе апат-çимӗç наборӗ панă. Ветерансен çулӗсем сахал маррине кура вӗсене медицинăпа социаллă пулăшу парасси тӗп вырăнта пулмалла. Паянхи кун 913 ветеран кун пек пулăшăва килте илет, 25-шӗ ятарлă интернатсенче. Ветерансем çуллен диспансеризаци иртеççӗ. Çак тӗллевпе вӗсем патне тухса çӳрекен 115 медицина бригади йӗркеленӗ.
Лейла Фазлеева сăмахӗсемпе кăçал, Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗнче, тӗп тимлӗх ятарлă çар операцине хутшăннисене пулӗ. Аманнă салтаксене республикăн тăватă больницин никӗсӗнче талăкӗпе медицина пулăшăвӗ памашкăн 460 вырăн хатӗрленӗ. Ал-ури, пуçӗ аманнисене республикăн 10 медицина центрӗнче çӳллӗ технологиллӗ медицина пулăшăвӗ параççӗ. Паралимп тата сурдлимп вăййисене хатӗрлекен спортпа адаптаци шкулӗ ӗçлет республикăра.
Хусанта ятарлă çар операцине хутшăннисен 12 отрасльти профессилле ăсталăхӗпе Хусанта иртнӗ Раççей чемпионатӗнче Тутарстанран хутшăннă 25 çынран 16-шӗ финала тухнă. Çулла республика иккӗмӗш чемпионат ирттерме хатӗрленет. Паянхи кун тӗлне унта 86 регионтан 870 заявка килнӗ те ӗнтӗ.
Рустам Нургалиевич 2025 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, Тутарстан Совет Союзӗн тата Раççей Геройӗсен ятне ӗмӗрлӗхе хăварассипе Раççейре виççӗмӗш вырăн йышăннине каларӗ, ытти çулсенче пӗрремӗш пулнă. «Хамăрăн Паттăрсен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас ӗçе вӗçлемелле пирӗн», – терӗ вăл кун пирки. Çаплах ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене халалланă Мемориал зонин строительствипе çыхăннă проекта пурнăçа кӗртессине те тимлӗхре тытма хушрӗ.
«Ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен çемйисене пулăшассине, çапăçусене хутшăннисене ӗçпе тивӗçтермелле. Пирӗн тӗп тӗллев фронтран таврăннă салтаксене адаптацилесси. Бюрократипе формализм тумасăр хăвăрт пулăшу памалла. Вӗсен ыйтăвӗсене оперативлă татса памалла, муниципалитетсен ертӳçисем хăйсен тимлӗхне илмелле», – терӗ вăл. Сăмах май, ятарлă çар операцийӗнчен таврăннисенчен 70 процентне ӗçпе тивӗçтернӗ.
Регион лидерӗ ятарлă çар операцийӗнчи салтаксемпе вӗсен çемйисене пулăшакан волонтер юхăмне малалла аталантарма хушрӗ. Вӗсене демобилизациленнӗ волонтерсемпе пуç хунисен çемйисене пулăшма явăçтармалла. Хăйсен ирӗкӗпе пулăшакан çамрăксене, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене ача-пăча проекчӗсене хавхалантарса пымалла. Кун валли кăçал çирӗплетнӗ «Добрый Татарстан» республика премийӗ пур.
Çамрăксене патриотизм воспитанийӗ парасси вара республикăн стратегилле задачи пулмаллине уйрăммăн палăртрӗ Рустам Нургалиевич.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев