Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашнин хăйĕн ăс параканĕ

Теччӗри гражданла хӳтлӗхӗн патшалăх колледжӗнче музей пур. Вăл культура еткерлӗхне упрама, культурăри пӗрпеклӗхе çирӗплетме, патриотизм туйăмне вăйлатма нумай пулăшать. Кунта темиçе ăрăвăн опычӗпе паллашма пулать. Музей кирлех, кашни çӗнӗ ăру хăйӗн çулне халăхăн ăс-хакăл пурлăхне ăша хывса пуçлать-çке.

112-мӗш ушкăнри курсантсем «Наследие» пӗрлешӗве кӗреççӗ. Вӗсем вӗрентӳ учрежденийӗн историне арçынсен гимназийӗ пулнинчен пуçласа паянхи кунччен вӗренеççӗ. Кунтан вӗренсе тухнисен хушшинче паллă çынсем нумай. Вӗсенчен пӗри – пирӗн вӗренӳ заведенине 1961 çулта – этем пуçласа космоса вӗçнӗ çул – пӗтернӗ Николай Михайлович Сорокин. 

Николай Сорокин 1941 çулхи июлӗн 8-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ялӗнче тимӗрçӗ çемйинче çуралнă. 1959 – 1961 çулсенче Теччӗри педучилищӗре вӗреннӗ. Пичет ӗçӗнчи пӗрремӗш утăмӗсене вăл шăпах çакăнта вӗреннӗ чух, 1960 çулта, тунă та. Районти «Авангард» хаçата заметка çырса янă та вăл пичетленсен ăна пурнăçӗнче пӗрремӗш гонорар – 20 пус – тӳленӗ. 

Николай Михайлович каласа панă тăрăх, уншăн Теччӗри педучилище çут тӗнчери чи çӳллӗ çурт пек туйăннă. Туркмен ССРӗнчи Тахта-Базар хулинче пограничниксен çарӗнче хӗсметре тăнă чух, 1962 – 1965 çулсенче, Николай Сорокин журналистикăра хăйне аталантарнă. «Дзержинец», «Фрунзевец» çар хаçачӗсенче, «Пограничник», «Туркменская искра» журналсенче салтак-юлташӗсем, чабансем пирки вун-вун репортаж çырса пичетленӗ. 

Кайран Николай Михайлович 40 çула яхăн ТАССăн Тутарстанри собкорӗ пулса тăрăшнă. Тӗнчери пичет, радио тата телекăларăмсем валли кунсерен 50 ытла корреспонденципе репортаж çыра-çыра панă. 

Тутарстан Республикинчи чăвашсен «Сувар» хаçатне уçассинче те унăн тӳпи пысăк, тăватă çул ертсе пынă вăл редакци коллективне. 

Ентешӗмӗрӗн пурнăçӗ 2021 çулхи июлӗн 5-мӗшӗнче татăлчӗ. Николай Михайлович хăйӗн ачисемшӗн, ӗçтешӗсемшӗн, вӗренекенӗсемшӗн лайăх вӗрентекен, ăс паракан пулнă тесе çирӗплетсех калама пулать. 

 

Елена ЧЕРНОВА,

Теччӗри гражданла хӳтлӗхӗн патшалăх колледжӗнчи

«Наследие» пӗрлешӗвӗн ертӳçи. 

Автор архивӗнчи 

сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника