Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Вӗçкӗн Ваççа Çӗпӗрте пурăнакан юлташӗ патне шăнкăравлать. Калаçсан-калаçсан интересленет: — Итле-ха, сирӗн унта çав тери сивӗ теççӗ... — Ну, минус 20. — Çапла кăна-и? Телевизорпа минус 40-е те çитет терӗç-çке?.. — Э-э, ну вăл урамра...

Директор:
— Ăçта укçа?!
Тӗп бухгалтер:
— Василий Иванович, ăнлантарса пама ирӗк парсамăр...
— Ăнлантарма эп хам та пултаратăп! Укçа ăçта?!

* * *
— Ахванеç, — тет Крахьян кинеми хăйӗн мăнукне. — Мӗне кирлӗ сана çав хула? Таврăн яла. Хӗр тупса парăпăр сана...
— Мӗнле хӗр? Пирӗн ялӗпе те пӗр Марье аппа кăна кунта...
— И-и, ара, вăл вӗт качча кайман-ха...

* * *
Вӗçкӗн Ваççа пулла çӳреме юратать, арăмӗ вара — кӗнеке вулама. Пӗррехинче ирхине Ваççа пулăран ывăнса таврăнать те канас тесе çывăрса илме шутлать. Арăмӗ упăшкипе нихçан та пулла çӳресе курман, вăл тăрăха та пӗлмест-ха, çапах та унăн питӗ кимӗпе ярăнасси килнӗ. Хайхи упăшкин пулă тытма çӳрекен кимми çине ларать те çырма тăрăх ярăнма каять хӗрарăм, ывăнать те пӗр çӗрте якорь пăрахса кӗнеке вулама пуçлать. Унччен те пулмасть — ун патне моторлă кимӗпе инспектор килсе тухать.
— Ырă ир пултăр, гражданка! Эсир кунта мӗн тăватăр? — тесе ыйтать хайхи. 
— Кӗнеке вулатăп. 
— Кунта пулă тытма юрамасть!
— Ара, эп пулă тытмастăп-çке! Курмастăр-им?
— Çаплине çапла та-ха... Анчах та сирӗн пулă тытма мӗн кирли йăлтах пур. Ман сире штрафламах тивет!
— Эсир çапла тăватăр пулсан эпӗ сирӗн çине ман çине тапăннă тесе заявлени çырса парап! — хуравлать çилленнӗ хӗрарăм.
— Эп сире пӳрнепе те тӗкӗнмен-çке!
— Аха. Анчах та сирӗн мана тӗкӗнме мӗн кирли йăлтах пур!
Мораль: кӗнеке нумай вулакан хӗрарăмсемпе нихăçан та ан тавлаш.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев