Кăштах кулăш
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Ашшӗпе амăшӗ тата пӗчӗк хӗрӗ каçхи апата ларнă. Марине Хӗл Мучи патне çыру çырнине пӗлтерет: – Хам валли компьютер, анне валли чаплă кӗрӗк ыйтрăм, – тет хайхи. «Хӗл Мучи» чутах чейпе чыхăнса каймарӗ тет.

*  *  *

Шкулта ачасем «Эпӗ Хӗл Мучирен мӗн ыйтнă пулăттăм» темăпа сочинени çыраççӗ. Петюк хăйӗн сочиненине çапла пуçлать: «Хаклă Хӗл Мучи! Пурнăçласам ман ӗмӗте, тархасшăн: шкулта сочиненисем çырмалла ан пултăрччӗ. Тепӗр тесен батарейăсене шăнтса ларт – хӗл каçиччен те шкула çӳремелле ан пултăр...»

*  *  *

Çулталăкри чи япăх кун вăл – декабрӗн 30-мӗшӗ. Холодильник тулли апат, анчах çиме юрамасть – ыран валли. Январӗн 1-мӗшӗнче тата япăхрах: ӗçмелли те, çимелли те мăй таран, анчах нимӗн те кӗмест...


анектоды

Нет комментариев