Кăштах кулăш
– Ваççа, эсӗ иккӗмӗш сумкăна çухатрăн ӗнтӗ. Мӗнле çапла-ха ку? – Э-э, ара, эпӗ ӗçлетӗп вӗт. Ӗçлекен вара йăнăш тума пултарать... – Мӗнле йăнăш, Ваççа? Эс инкассатор вӗт!
* * *
– Анне, пӗр пысăк тюбикре шăл тасатмалли паста мӗн чухлӗ пулнине пӗлетӗн-и? – ыйтать Яка Кулинерен пӗчӗк ывăлӗ.
– Çук, пӗлместӗп, ачам...
– Умывальник патӗнчен пуçласа залри диван тавра, унтан тӗпел урлă балкон патне çити, вара каялла...
* * *
Ахванеç каласа парать:
«Салтака кайма вăхăт çитрӗ. Пухăнмалли пунктра призывниксем нумайăн ларатпăр. Пурин патне те савнă хӗрӗсенчен: «Чунăм, мӗнле эсӗ унта? Йӗркеллех-и? Тунсăхларăм», – текен сообщенисем килеççӗ. Мана вара юратнă Маруç: «Мӗнле унта?! Хăлха чикки памарӗç-и-ха?!» – тесе çырчӗ. Юрататăп ăна – çав тери!»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев