Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Вӗçкӗн Ваççа лавккара Мăнкун валли çăмарта туянасшăн. Яланхи пекех упаковкăна уçса çăмартасем çӗмрӗлмен-ши тесе тӗрӗслет. Унпа юнашар тăракан çамрăк каччă та çăмарта туянасшăн пулас. Вăл та Ваççана кура çăмарта упаковкине уçса тимлӗн сăнать. Унтан Ваççа енне çаврăнать те: – Мӗн шыратпăр вара эпир? – тет аптранă енне.

Лавккара.

– Мана сăра парăр-ха, тархасшăн, – ыйтать сутуçăран Ахванеç. 

– Паспортăр пур-и?

– Çук.

– Тополиный пух...

– ...жара, июль...

– Ăнланмалла. Сире мӗнли кирлӗ?

*  *  *

Парикмахерскине шăн­кăравлаççӗ:

– Калăр-ха, эсир манăн çӳçе тӳлевсӗрех шакла çаратса яраймастăр-и?

– Çук. Анчах та ăçта тӳлевсӗр каснине калама пултаратпăр...

*  *  *

– Фитнес-клуба хăш кунран çӳреме пуçласан аванрах?

– Ырантан.

– Ыран вырсарникун вӗт вара? Апла-тăк вăл хупă. 

– Вăт-вăт...

*  *  *

Экзамен пырать. Ватă профессор студентсене:

– Сиртен кам çак дисциплинăна «5»-лӗх пӗлетӗп тесе шутлать?

Икӗ студент алă çӗклет.

– Парăр зачеткăрсене, – тет те хайхисене «5» лартса парать.

– Кам хăйне «4»-лăх пӗлет тесе шутлать?

Пӗр вунă студент алă йăтать. Профессор пурне те «4» лартать. «Виççӗлӗх пӗлекенсемпе» те çаплах истори пулса иртет. 

– Ыттисем экзамена паян тытаймарăр апла. Тепӗр хут пама килӗр, – тет преподаватель.

– Тепӗр хут хăçан пама юрать? – ыйтать пӗр студент.

– Ну-у... Атьăр халех. Кам та кам хăйне çак дисциплинăна «5»-лӗх пӗлет тесе шутлать?..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анектоды