Кăштах кулăш
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Пуçлăхсем ӗçлекенсене: – Пирӗн сире валли икӗ хыпар пур. Лайăххи тата япăххи. Хăшне малтан калас? – Лайăххине, паллах. – Ыран эпир канатпăр. – Япăххи? – Эсир ӗçлетӗр.

– Манра сана мӗн ытларах килӗшет? – ыйтать Чăнкă Мирун арăмӗнчен.

– Банк картти.

*  *  *

– Анне, астăватăн-и, математикăпа «4» паллă илсен кунӗпех урамра уçăлса çӳреме ирӗк паратăп тенӗччӗ эсӗ? – ыйтать Петюк амăшӗнчен. 

– Вара?

– Ну... паян çур кун уçăлса çӳреме ирӗк пур апла ман...

*  *  *

Майор салтака:

– Рядовой Иванов, эсир мӗн тăватăр?!

– Эсир хушнине тăватăп, майор юлташ!

– Эп сире ним те хушман!

– Эпӗ нимӗн те тумастăп та, майор юлташ!


анектоды

Нет комментариев