Касым Токаев Казахстана аркатма паман
Казахстанри йӗркесӗрлӗхсен тӗллевӗ патшалăх пăлхавăрӗ пулнă, строя улăштарма нумай вăхăт хатӗрленнӗ. Çакăн çинчен ОДКБ пайташӗсен канашлăвӗнче Касым Жомарт Токаев пӗлтернӗ.
Çак çӗнӗ çулхи уявсемччен эпир те сирӗн пекех Казахстан Президенчӗ мӗн ятлине пӗлмен. Çак çӗршыва Назарбаев хушамачӗпе çыхăнтараттăмăрччӗ. Анчах та çулпуç палăкӗсене аркатнă хыççăн Нурсултан Абишевичăн пуçӗ тăрринче хура пӗлӗтсем капланни каламасăрах паллă.
Казахстанăн Хăрушсăрлăх Канашне ертсе пырассине хăй çине илнӗ Токаев хăюллă утăмсем туман пулсан, тен, лару-тăру тата та начарланса пынă пулӗччӗ. Вăл палăртнă тăрăх, митинга тухнисем «пӗр командăпа тенӗ пек» йышлăн усалланма тытăннă, бандформированисем хӗç-пăшал, техника туртса илме хăтланнă. Казахстан ертӳçин сăмахсемпе, йӗркене террористсемпе ют çӗршыври боевиксем пăсма тытăннă. Вӗсем питӗ хаяр хăтланнă, полицейскисене ирсӗрле вӗлернӗ.
Токаев сăмахӗсемпе, çӗршывра конституци йӗркине тавăрнă. Паян Казахстанра пăлхавăрта вилнисене асăнса хурлану кунӗ пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев