Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Kazan Digital Week форума хутшăнакансем Батыршин урамӗнчи çуртсен картишне реноваци хыççăн кайса курнă

Хусанти Батыршин урамӗнчи 29, 35, 37, 39 номерлӗ çуртсен хушшинче вырнаçнă двора тирпейленӗ хыççăн унта халăхсем хушшинчи форума хутшăнакан çынсене те илсе килме намăс мар.

Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, шӗкӗр хулари Киров тата Мускав районӗсен пуçлăхӗ Сергей Миронов тата Президентăн «Наш двор» программин кураторӗ Арина Петрова Kazan Digital Week форума тӗрлӗ хуласенчен килнӗ çынсене çӗнетнӗ двора кăтартнă тата программăн хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен каласа кăтартнă. 
Çак территорире ачасем валли вăйă площадкисем, спорт площадкисем, кану вырăнӗсем туса хунă. Кунта çӗнӗ саксем, урнăсем вырнаçтарнă, çӳпӗ-çапă пуçтармалли вырăнсене тирпейленӗ. Çуран çӳрекенсем валли хăрушсăрлăхсăр тротуарсем тунă, водительсем валли хушма парковка вырăнӗсем туса панă. 
Хусан мэрийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев