Kazan Digital Week форумра Max наци мессенджерӗн аталанӑвне сӳтсе яврӗç
Раççейре эпир пӗчӗккӗн хамăрăн операци системисем, программăсем çине куçса пыратпăр. Ку РФ Президенчӗ цифра суверенитечӗ пирки лартнă задачăна пурнăçлассипе çыхăннă.
Раççейре эпир пӗчӗккӗн хамăрăн операци системисем, программăсем çине куçса пыратпăр. Ку РФ Президенчӗ цифра суверенитечӗ пирки лартнă задачăна пурнăçлассипе çыхăннă.
ВатСап мессенджер япăхрах ӗçлеме тытăннине пурте сисрӗç пулӗ, шăнкăравсем каймаççӗ. Кӗçех Мах наци мессенджерӗ çине куçассине илтмен çын та сахал юлнă пулӗ.
Kazan Digital week халӑхсен хушшинчи форум площадкинче те ун пирки уйрăммăн калаçрӗç. «Мессенджер Max: экосистема государства в смартфоне» ятпа иртрӗ дискусси. Мероприятие Раççей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗпе çыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн çумӗ Олег Качанов ертсе пычӗ.
Спикерсем наци мессенджерӗн аталану малашлӑхне, паянхи çӗнӗлӗхсене сӳтсе яврӗç. Экспертсен шучӗпе, часах çак çӗнӗлӗхсемпе пурте усă курма пуçлӗç. Дискуссие РФ наукӑпа аслӑ вӗрентӳ министрӗн çумӗ Андрей Омельчук, халӑха парăнакан патшалӑх пулӑшӑвне тата патшалӑх ӗçӗсене пурнӑçлассине пахалӑхпа тивӗçтерессипе департамент директорӗ Кирилл Албычев, Мускаври Информаци технологийӗсен департаменчӗн ертӳçин çумӗ Евгений Комаренко тата ВК генеральнӑй директорӗ Владимир Кириенко хутшӑнчӗç.
«Эпир сентябрӗн 26-мӗшӗнче Мах мессенджерта электронлă документсене госключпа усă курса алă пусма май пуррине анонсласшăн. Ку ансат та меллӗ меслет пулнине кăтартасшăн эпир», – палӑртрӗ Олег Качанов.

Асӑннӑ функцисӗр пуçне çак эрнерех икӗ факторлӑ авторизаци хута кайӗ, çакӑ приложенипе усӑ курассине хăрушсăрлăхпа тивӗçтерӗ.
Владимир Кириенко çӗнӗ мессенджер платформин конструктор пултарулӑхӗ пуррине, çакӑ ăна лартнӑ тӗллев тавра ӗç йӗркелеме май панине палăртнă. Майӗпен платформăна Раççейӗн кашни регионӗ, власть тытӑмӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсем тата социаллă институтсем валли персонализацилӗç. 2026 çул пуçламӑшӗ тӗлне Раççейӗн кашни регионӗнчех МФЦ-сене Махра хута яма шутлаççӗ. «Çак эрне пуçламӑшӗ тӗлне кăна платформăра 35 миллион ытла бизнесмен регистрациленнӗ. Июньте хамăр ӗçе 100-200 пин кăтартупа пуçланăччӗ», – терӗ Кириенко. Регионсене çӗнӗ платформăпа паллаштарасси, хăнăхтарасси лайăх пурнăçланса пынине палăртрӗ спикер.
Аслӑ вӗрентӳ заведенийӗсенчи вӗренӳ процесне цифра платформине кӗртни мӗнле пыни çинчен Андрей Омельчук каласа кӑтартрӗ.
«Раççей вӗрентӳ министерстви ытти ведомствӑсемпе пӗрле, май килнӗ таран вӗрентӗве меллӗ тума тӗллев лартнӑ. MAX наци мессенджерӗ пӗлтерӳ платформи кӑна мар, вăл университет пӗрлӗхӗнче функционаллӑ информаци хутлӑхне йӗркелемелли стратегиллӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм та. Унсӑр пуçне MAX çӗнӗ çынсене хӑвӑртрах хӑнӑхма, студентсене ушкӑнсенче ӗçлеме, аслӑ шкулсене кирлӗ информацие хӑвӑрт çитерме пулӑшать. Университетсем пуçаруллӑ позици йышӑнасса, наци мессенджерӗн площадкинче хӑйсен сервисӗсене, вӗренӳ процесӗн йăлари пайӗ пек тӑвасса шанатпӑр», - палӑртрӗ Омельчук.
Цифровизацин тепӗр тапхӑрӗ «Цифра аслӑ шкулӗ» проект пулӗ. Ку вӑл Мах платформӑри комплекслӑ йышӑну, вӑл хальхи сервиссене пӗрлехи экосистемӑна пӗрлештерӗ. Ку аслӑ шкулсене анлӑ майсемпе тивӗçтерӗ, çав шутра наци мессенджерӗнче хӑйсен чат-ботӗсене хута ярасси, рассылкăсене чат урлӑ ямалли сервиссене ӗçе кӗртесси, студент статусне çирӗплетмешкӗн Idцифрăпа усӑ курасси. Унсăр пуçне MAX платформӑра ушкăнсен чачӗсене, «Расписани» сервисӗпе пӗрлештеме те пулӗ.
Çак пуçарусем Раççей çӗршывра хальхи технологиллӗ, пур çынна та тивӗçтерекен паха та конкурентлă аслă пӗлӳ йӗркелеме ăнтăлнине кăтартаççӗ.
Спикерсен шучӗпе, Мах мессенджер Раççейре пурăнакансемшӗн кирлӗ приложени пулса тӑрӗ.
Kazan Digital Week Çинчен
Kazan Digital Week халӑхсен хушшинчи форум 2025 çулхи сентябрӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен Тутарстанра иртет. Ӗç программинче 160 ытла секци. Вӗсене 1,2 пин ытла спикер хутшăнать. Форума кăçал 70 ытла çӗршыв хутшӑнать. Программӑна 10 тема кӗнӗ. Экспертсем патшалӑх управленийӗнчи, вӗрентӳри, культурӑри, сывлӑх сыхлавӗнчи, ял хуçалӑхӗнчи, финтехри, транспорт тытăмӗнчи цифра трансформацийӗпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрӗç. Цифра саманинче чи пӗрремӗш вырăнта киберхăрушсăрлăх пулнине палăртрӗç.
Форум пӗрремӗш хут 2020 çулта иртнӗ, 2023 çулта мероприяти федераци статусне илнӗ.
Сăнӳкерчӗксем: Салават Камалетдинов («Татар-информ»).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев