Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

KazanForum шайӗнче ИИ журналистикăпа медиасферăна мӗнле витӗм кӳнине сӳтсе явӗç

«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2026» Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ шайӗнче Тутарстанăн тӗп хулинче медиафорум иртет. Тӗрлӗ çӗршыври журналистсем, блогерсем тата медиаменеджерсем хальхи вăхăтра медиăра мӗн пулса иртнине, вӗсем мӗнле меслетсемпе усă курнине тата малашнехи пӗрле ӗçлемелли плансене сӳтсе явма форум площадкинче пухăнӗç.

Йӗркелекенсем – «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗ, республикăри «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви, ОИС çӗршывӗсен информаци агентствисен союзӗ.

«Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнăн председателӗн çумӗ, Тутарстан Республикин Раисӗн пулăшуçи Марат Гатин хальхи медиа информаци парассипе çеç мар, патшалăхсем хушшинче шанăçа çирӗплетмелли инструмент пулса тăнине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, çакнашкал форумсем професси пӗрлӗхӗсем хушшинче диалог йӗркелеме, пӗрлехи шухăшсем тупма тата хальхи ыйтусене хăвăртрах татса пама май параççӗ. 

Форумăн тӗп теми – «Код наследия: цифровая эволюция смыслов». Унта хутшăнакансем çӗнӗ технологисем, çав шутра искусствăлла интеллект, журналистикăпа общество çине мӗнле витӗм кӳнине сӳтсе явӗç. Сăмах медиăра ИИ-инструментсемпе усă курасси, вӗсем контента мӗнле витӗм кӳни, çавăн пекех ку тӗлӗшпе сиксе тухакан социаллă тата этика ыйтăвӗсем пирки пулӗ.

ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев медиасфера паян хăвăрт улшăннине палăртнă: контентпа ӗçлемелли инструментсем, форматсем тата мелсем улшăнаççӗ. Çавна май  тӗслӗхсене сӳтсе явмалли, опытпа паллашмалли тата пӗрлехи проектсене хута ямалли вырăнсем йӗркелемелле. Вăл каланă тăрăх, медиафорум — шăпах професси хутшăнăвӗ валли çакăн пек вырăн пулса тăрӗ.

Медиафорум шайӗнче «Медийное сотрудничество: Россия – Исламский мир» пленарлă лару та иртет, унта хутшăнакансем медиасферăри улшăнусене тата тӗнчери кирлӗ хутшăну формачӗсене сӳтсе явӗç. Мероприятие хутшăнакансем Тутарстанри чи пысăк предприятисене çитсе курӗç, унта хăнасене регионăн промышленность вăй-хăвачӗпе паллаштарӗç.

Хутшăнакансен йышӗнче пӗтӗм тӗнчери медиаорганизацисемпе професси пӗрлӗхӗн представителӗсем: ОИС çӗршывӗсен информаци агентствисен союзӗн (UNA) генеральнăй секретарӗ Мухаммед Аль-Ями, UNA халăхсен хушшинчи  хутшăнусен директорӗ Ашраф Хидри, ОИС информаци департаменчӗн пуçлăхӗ Тарек Ладжал, çавăн пекех ислам тӗнчин çӗршывӗсен МХХ представителӗсем, çав шутра Оман, Египет, Тунис, Турци тата Индонези журналисчӗсем пулӗç.  Форумра тӗрлӗ çӗршывран пурӗ 40 ытла çын килесси паллă.

Тулли программăна форумăн официаллă сайтӗнче пичетленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: медиафорум татмедиа KazanForum