Казахстанра пушкăрт çыравçин Айгиз Баймухаметовăн кӗнеки тăрăх ӳкернӗ фильм экрансем çине тухать
Февралӗн 5-мӗшӗнче Казахстанра пушкăртсен паллă çыравçин, Пушкăртстан Республикинчи Писательсен союзӗн председателӗн, «Шонкар» журналăн тӗп редакторӗн Айгиз Баймухаметовăн «Не оставляй, мама!» повеçӗ тăрăх ӳкернӗ «Тастамашы, ана!» фильм пысăк экран çине тухать.
Фильмăн режиссерӗ – Рабига Абилпатта, сценарисчӗ – Бекзат Мырзахмет, продюсерӗсем – Жадыра Скабылпа Дархан Балажанов.

«Ку кӗнекепе эпӗ ăнсăртран паллашрăм. Ывăлăм класӗпе пӗрле вуланă иккен ăна. Повесть ăна çав тери килӗшнӗ, чунне пырса тивнӗ. Ывăл сӗннипе эпӗ те кӗнекене вуласа тухрăм. Воспитани тӗлӗшпе ку хайлав питӗ пысăк пӗлтерӗшлине ăнланнипе кино ӳкерес килчӗ», – тенӗ фильмăн продюсерӗ, Казахстанра нумай популярлă фильмпа сериал ӳкернӗ Жадыра Скабыл.

«Не оставляй, мама!» кӗнекен авторне «Сувар» хаçата вулакансем те питӗ лайăх пӗлеççӗ. Мӗншӗн тесен асăннă повесть 2019 çулта «Ан хăвар, анне!» ятпа пирӗн хаçатра та пичетленчӗ. Ăна чăвашла Шупашкарта пурăнакан çамрăк çыравçă, журналист Дмитрий Моисеев куçарнă. Кӗнеке авторӗ Айгиз Баймухаметов хăй те Хусана килсен «Сувар» редакцине кӗрсе тухнăччӗ.
Кӗске вăхăтра бестселлер пулса тăнă повеçре автор хăйӗн ача чухнехи пурнăçне çырса кăтартать. Пӗчӗклех хăр тăлăха юлнăскерӗн хăйпе пӗртăванӗсемпе пӗрле ача çуртӗнче ӳсме тивнӗ. Ача çуртӗнчи пурнăçа мӗнле пур, çапла çутатнă автор кӗнекере. Паян кунччен ку повеçе нумай чӗлхене куçарнă ӗнтӗ. Çак хайлав тăрăх лартнă спектакльсем те темиçе çӗршывра сцена çине тухнă.
Халӗ акă Казахстанра пысăк экран çине кино тухать. Çӗнӗ фильмăн премьерине Айгиз Баймухаметов хăй те кайнă.
Сăнӳкерчӗксем А.Баймухаметовăн «ВКонтакте» социаллă сетьри страницинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев