Кӗçӗнпӳркелсем юбилее хатӗрленеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçӗнпӳркелсем юбилее хатӗрленеççӗ

Пăва районӗнчи Пӳркелтен Кӗçӗн Пӳркел уйрăлса тухнăранпа 2028 çулта 100 çул çитет. Ял юбилейне хатӗрленме иртерех пек, анчах вăхăт хăвăрт иртет.

Кӗçӗн Пӳркелӗнче вара ял-йышшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ кун тӗлне парк уçасшăн, йывăç-курăк ӳстересшӗн, канса ларма саксем, беседкăсем туса лартасшăн. Ра­йон администрацийӗ пӳркелсен пуçарăвне ырласа йышăннă, çӗр пайӗ уйăрса тата çутă кӗртсе пулăшса тӗрев пама пулнă. Паллах, кун пек пархатарлă ӗçрен ял-йыш айккинче тăрса юлман. Пултарнă таран хăйсен шутӗнчен укçа-тенкӗпе пулăшма шутланă. 

«Эпӗ хам çак ялта çуралса ӳснӗ, халӗ Хусанта пурăнатăп, çар гос­питалӗнче ӗçлетӗп. Яла кайсах тăратăп», – тесе пӗлтерет пире вулаканăмăр Наталья Михайлова.  

Пӗлтӗр кӗçӗнпӳркелсем ялтах çăлкуç тупнă. Сулăм укçипе ăна тасатнă, тирпейлесе çветить тутарнă. «Халӗ кӳршӗ ялсем те шыв илме çӳреççӗ. Ларса канма, пӗр-пӗринпе шăкăл-шăкăл калаçма меллӗ вырăн тăвасшăн», – каласа парать ялти хыпарсене Наталья Геннадьевна.

Ял-йыш обществăшăн усăллă ӗçсенче çеç мар, пӗрле пухăнса савăнăçлă канма, уявсем ирттерме те маттур иккен. Хӗллехи уявсене те хаваспах хутшăннă кӗçӗнпӳркелсем, уйрăмах февралӗн 23-мӗшне, Çӗршыв хӳтӗлевçин кунне, асра юлмалла лайăх палăртни çинчен каласа кăтартать Н.Михайлова. Çак кун конкурссем ирт­­терсе çӗнтерӳçӗсене парне­сем­пе савăнтарнă. Çăварние мăн асатте-асаннесен йăлипе савăнăçлăн ирттернӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне те чаплăн паллă тунă. Пысăк концерт хатӗрленӗ клуб ӗçченӗсем. Нумай конкурса хутшăнса Гран-при илнӗ çамрăк юрăç Кирилл Константинов та хутшăннă унта. 

Хӗлле яла кайсан мăнуксемпе парка тухасси – ырă йăла. Унта ача-пăчана ярăнма тăвайккисем те туса панă. Шăпăрлансем хавас­пах ярăнаççӗ, аслисем килӗсене чӗнсе кӗричченех çӳреççӗ. Çитӗннисене уçăлса çӳреме те лайăх кунта. Çăва тухсан та парк çынсене хăй патне туртасси пирки иккӗленместӗп. Июнӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун та, ­Тро­ица кунӗнче те уяв программисем ирттерме пулать унта», – тет На­талья Михайлова.

Н.Михайлова сăнӳкерчӗкӗсем.


Буинский район Бюрганы

Нет комментариев