Кĕнеке кăларма хатĕрленет
Раççейри ăслăлăхсен академийĕн Çĕпĕрти уйрăмĕн филологи институчĕн наука ĕçченĕ, журналист тата фольклорçă Элтияр Александров кĕнеке çырнине пĕлтерет «ПУРИНЧЕН МАЛТАН» телеграм-канал.
Мĕн пирки-ха вăл? Каччă вулакансене чăваш мифологийĕпе паллаштарасшăн. Кĕнеке тиражĕ — 7 пин экземпляр. Вăл Мускаври «МИФ» издательствăра кун çути курĕ.
Нумаях мар пултаруллă çамрăкăн çӗнӗ юрри тухрӗ, халӗ унăн çӗнӗ кӗнекине чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Маттур, пултаратăн Элтияр! Малалла та çапла пултăр!
«ПУРИНЧЕН МАЛТАН» телеграм-каналтан илнӗ сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев