Халӑхсен туслӑхне малти вырӑна хурса
Куракансем ҫамрӑксен концертне, этно-дизайнерсен костюмӗсен куравне, курма пултараҫҫӗ, дизайнеосен этно-стиле халалланӑ дискуссине итлеме пултараҫҫӗ
Паян Хусанта Наци костюмӗн кунне халалласа республикӑри "Мозаика культур" VI этноконфесси фестивалӗ иртет.
Фестивале темиҫе вырӑнта пӗрремӗш хут ирттереҫҫӗ. Хӑнӑхнӑ йӑлапа вӑл онлайн форматпа та иртӗ.
Онлайн-программӑра Атӑлҫи халӑхӗсен ҫамрӑксен коллективӗсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Фестивальте Эльмира Калимуллина тата ытти паллӑ юрӑҫсем хутшӑнӗҫ. Вӗсемсӗр пуҫне Мускаври "Репа" фолк-ушкӑн.
Онлайн-трансляци пынӑ хушӑра куракансем ҫамрӑксен концертне, этно-дизайнерсен костюмӗсен куравне, курма пултараҫҫӗ, дизайнеосен этно-стиле халалланӑ дискуссине итлеме пултараҫҫӗ.
Тутар слободинчи "Тутар кил-ҫуртӗнче" ТР тата кӳршӗ регионсенчи ал-ӗҫ маҫтӑрӗсен куравӗ уҫӑлать. Унсӑр пуҫне кӑмӑл тӑвакансем кӑмакара удмуртсен перепечне пӗҫерсе пӑхма пултараҫҫӗ.
Хусанти Каюм Насыри урамӗнче "Этномаркет" ярмарки ӗҫлет. Пӗчӗк сцена ҫинче этно-стильпе ӗҫлекен модельерсен куравӗсем пулаҫҫӗ. Унта Хусан, Шупашкар. Йошкар-Ола, Ишевск модельерӗсем хутшӑнӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев