Ҫӳхе пӑр айӑплӑ мар, айван пулӑҫӑ
Ҫичӗ сантиметртан ҫӳхерех пӑр сине тухнӑшӑн 1500-2000 тенкӗ штраф парӑнать
Тутарстанра пӑр айне анса кайнӑ пулӑҫа хӑтарнӑ
Паян ирхине 5:37-ре васкавлӑ службӑсен 112 номерӗпе шӑнкӑравласа ҫынсем республикӑн Мензеле районӗнчи Ҫӗнӗ Мелькень ялӗ ҫывӑхӗнчи Ӑх юханшывӗнче пӑр айне арҫын анса кайнине пӗлтернӗ.
Каланӑ вырӑна ҫийӗнчех "Хивус-10-па" вӑхӑтлӑх хӑтару посчӗн сотрудникӗсем килсе ҫитнӗ. 59 ҫулхи арҫынна ҫырӑнран 500 метрта асӑрхаса тупнӑ. Ӑна, шӑнса кӳтнӗскере, васкавлӑ пулӑшу медиксем патне илсе ҫитернӗ.
МЧС ҫӳхе пӑр ҫине тухни вилӗмлӗ хӑрушлӑх пулнине аса илтерет. 7 сантиметртан ҫӳхерех пӑр сине тухнӑшӑн 1500-2000 тенкӗ штраф парӑнать.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пулӑмсем ытларах пӑр ҫине тухакан вырӑнсенче хӑтаракансен 9 вӑхӑтлӑх постне йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев