Хӗл Мучипе Юрпике онлайн меслетпе сасӑлама хатӗрленеҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл Мучипе Юрпике онлайн меслетпе сасӑлама хатӗрленеҫҫӗ

Коронавирус пурне те хӑратать, анчах Ҫӗнӗ ҫула пурте уявласшӑн

 

 Ҫынсем коронавируслӑ условисемпе шайлаштарма тӑрӑшаҫҫӗ уява.
Компанисен 13% 2020 ҫула хӑйсен офисӗсенсе ӑсатма хатӗрленет.
Кашни иккӗмӗш фирма хальхи вӑхӑта Ҫӗнӗ ҫулхи корпоративне ӑҫта ирттересси пирки йышӑну туман-ха. Ытларах пайӗ мероприяти ирттересси пирки те иккӗленеҫҫӗ. Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ начарланни сисӗнет.
Кӑҫал предприятисенчен 4 проценчӗ Ҫӗнӗ ҫул корпоративне онлайн-меслетпе ирттерме хатӗрленет.
Пысӑк компанисем, паллах ресторансене йышӑнаҫҫӗ. Анчах Роспотребнадзор хупаха 100 ҫынран ытларах кӗртмест, заведенин лаптӑкӗ те пысӑк – 1 ҫын пуҫне 4 тваткал метр таран пулмалла. Тата унти савӑнӑҫ вӑхӑчӗ те ҫӗрле 12-ччен кӑна.
Ҫавӑнпа та Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем тӗлне коттеджсемпе хваттерсене тара илесси самай ӳснӗ.


Нет комментариев