Хӗрӳ линисенче ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ
Унсӑр пуҫне ватӑ ҫынсем асӑннӑ министерствон хӗрӳ линийӗн номерӗпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ: 8 (843) 598-35-98
Тутарстанра пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынсем валли уҫнӑ хӗрӳ линисем хӑйсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.
Пӗрлехи колл-центр ӗҫлеме тытӑннӑранпа виҫӗ кун кӑна иртрӗ пулин те, унта 411 ҫын шӑнкӑравлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Халӑха социаллӑ услугӑсемпе тивӗҫтерекен комплекслӑ центрсен ҫумӗнче йӗркеленнӗ хӗрӳ линисем ҫӗнӗ йышши Covid-19 коронавирус ан сарӑлтӑр тесе профилактика мероприятийӗсем ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Кун ҫинчен ТР Ӗҫ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Специалистсем 65 ҫултан аслӑрах пӗччен пурӑнакан ҫынсем валли волонтерсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянса продуктсене килӗрен леҫнине контрольлесе тӑраҫҫӗ.
Центрсен ӗҫченӗсем тата волонтерсем вӗсем патне шӑнкӑравланӑ ватӑсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ. Кирлӗ пулсан ӗҫе тухса ҫӳрекен мобильлӗ бригадӑсен представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Социаллӑ обслуживани центрсен телефонӗсен списокне ТР Ӗҫ министерствин сайтӗнче тупма пулать.
Унсӑр пуҫне ватӑ ҫынсем асӑннӑ министерствон хӗрӳ линийӗн номерӗпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ: 8 (843) 598-35-98.
Ҫавӑн пекех республикӑра Пӗтӗмраҫҫейри халӑх фрончӗн Тутарстанри уйрӑмӗн хӗрӳ линийӗ уҫӑлнӑ: 8 (800) 200-34-11 ҫавӑн пекех
"Пӗрлехи Раҫҫей" политика партийӗн Тутарстанри уйрӑмӗн Пӗрлехи колл-центрӗ: 8 (843) 238-10-00.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев