Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑрушӑ ҫӳрекен водительсене палӑртнӑ

Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗсене мӗнле автомобилистсем ҫакланаҫҫӗ тата ПДД йӗркисене пӑсакансем камсем?

Официаллӑ статистика тӑрӑх, 2019 ҫулта Тутарстанра 4525 ДТП пулнӑ, вӗсенче 369 водитель, пассажир, ҫуран ҫӳрекен вилнӗ, 5619 ҫын тӗрлӗрен суран илнӗ. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗсене мӗнле автомобилистсем ҫакланаҫҫӗ тата ПДД йӗркисене пӑсакансем камсем?

Теветкеллӗхӗн пӗрремӗш ушкӑнӗнче 18-25 ҫулти пуҫласа машинапа ҫӳреме тытӑнакансем. Вӗсен опыт сахал, ытларах хамӑр ҫӗршыври машинасемпе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен тупӑшӗ регионри вӑтам кӑтартуран сахалтарах.
Иккӗмӗш ушкӑна 30-35 ҫулсенчи пысӑк стажлӑ водительсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем пирӗн тата ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильсемпе ҫӳреҫҫӗ. Укҫа енчен илсен, тупӑшӗ регионри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.
Ҫак икӗ ушкӑна кӗрекен водительсем пӗр енчен илсен, нумайӑнах мар, вӗсем Тутарстанри активлӑ водительсен 20% чухлӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫак икӗ ушкӑн пуҫне Тутарстанра ҫырӑнакан штрафсен 64 проценчӗ тивет тата пулса иртекен аварисен 42 проценчӗ.
Унсӑр пуҫне ҫак ушкӑнсенчи водительсем ҫул-йӗр правилисене тиркени, ҫул ҫинче хӑрушӑ самантсем йӗркелени паллӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев