Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хуласенче ярмаркӑсем пуҫланчӗҫ

Кăçал ял хуçалăх продукцийӗпе 24 муниципаллă район тата республикăн агропромышленность комплексӗн 32 организацийӗ тивӗçтереççӗ

 
Хула çыннисен хӗл каçмалăх пахча çимӗç хатӗрлес вăхăт çитрӗ. Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен Тутарстанра йăлари ял хуçалăх ярмарккисем пуçланчӗҫ. Вӗсем кашни шăматкун çӗнӗ çулчченех пулаççӗ. Суту-илӳ ирхине 6 сехетрен пуçланать. Пахча çимӗç, сӗт-çу, аш-какай, кӗрпе-çăнăх, çăмарта, пыл, кăлпасси тата ытти продукцие пӗтӗмпе 19 площадкăра туянма пулать. Кăçал ял хуçалăх продукцийӗпе 24 муниципаллă район тата республикăн агропромышленность комплексӗн 32 организацийӗ тивӗçтереççӗ.

Ял хуçалăх ярмăрккисем халăхшăн кăна мар, производительсемшӗн​ те социаллă пӗлтерӗшлӗ. Пӗрремӗшӗсем йӳнӗ хакпа паха продукци туянаççӗ пулсан, иккӗмӗшӗсем хăйсем ӳстернӗ е туса илнӗ продукцие посредниксемсӗр тӳрремӗнех вырнаçтараççӗ, ятарлă площадкăсенче суту-илӳ вырăнӗшӗн те тӳлемелле мар.
Ял хуçалăх темипе çак кунсенче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин апат-çимӗç рынокне аталантарассин уйрăмӗн ертӳçи Дмитрий Яшин шантарнă тăрăх, ярмарккăра кăçал хаксем ӳсмеççӗ. Кун пирки министерство фермерсемпе, ял хуçалăх предприятийӗсемпе калаçса татăлнă.​ Производительсене транспорт тăкакне республика саплаштарать.
Ял хуçалăх ярмарккисен тӗп условийӗ​ кăçал та улшăнман – халăх патне паха продукци кăна çитмелле. Çав шутра фитосанитари енчен те.​ Ку чи малтан пахча çимӗçе, тӗш тырра пырса тивет. Мӗншӗн тесен республикăра карантинри чирсем асăрханă вырăнсем пур. Калăпăр, çӗрулми нематоди, тырă амброзийӗ... Чирлӗ е инфекциллӗ продукци ярмарккăсене ан çиттӗр тесех сутлăха кӳрекен кашни продукцин электронлă ветеринари докуменчӗсемсӗр пуçне экспертиза тӗрӗслевӗ те пулмалла. Çавăнпа кашни площадкăрах ветеринари специалисчӗсем ӗçлӗç. Вӗсем документсене тӗрӗсленисӗр пуçне продукцие тепӗр хут пăхса, аш-какай тата сӗт-çу продукцине экспресс-анализ туса тӗрӗслеççӗ. Апат-çимӗç продукцине кӳрекен транспортсен тирпейлӗхӗ те тимлӗхсӗр юлмасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев