Хуралтура ырă ӗç валли ыр кăмăллăх концерчӗ
Иккӗмӗш çул ӗнтӗ Нурлат районӗнчи Хуралту çыннисем часавай тума ыркăмăллăх концерчӗ ирттерсе укçа пуçтараççӗ.
– Малтан эпир масар çумӗнчи кивӗ часавай ишӗле пуçланипе ун çумне пысăках кăна мар çӗннине туса хурасшăнччӗ, – каласа парать ӗçсене йӗркелесе пыракан Александр Семенов. – Кайран тума тытăнтăмăр та, проект пысăкланса, ӳссе пычӗ. Халӗ пачăшкăсем алтарь тума та вырăн çитет теççӗ.
Хуралту авалхи ял, унăн историйӗ пуян, Пурçăн çул. Унăн масарӗ ял варрине юлнă. Чиркӳ кӳлепи чăнах та пӗчӗк мар пулса тухнă. Тăррине витнӗ, чӳречисене лартнă, хӗресне хăпартнă. Шалти ӗçсене тăвасси çеç юлать. Алексеевскинчи кирпӗч завочӗн директорӗ мăсăльман пулсан та пӗр сăмахсăрах пулăшнă чиркӳ тăвакан хуралтусене. Хӗрлӗ кирпӗчне çур хакпа, тӗрлемелли улăм тӗслине 30 процент йӳнерех. Пулăшакан пур чухне ӗç те кал-кал пырать. Иккӗмӗш çул ӗнтӗ Нурлат районӗнчи Хуралту çыннисем часавай тума укçа пуçтарса ыркăмăллăх концерчӗ ирттереççӗ. Унта вырăнти «Палан» фольклор ансамблӗсӗр пуçне, Якурккелӗнчи тата Нурлатри юрă-ташă ушкăнӗсем, уйрăм юрлакансем хутшăнаççӗ. Кăçал Пукрав уявӗнче иртнӗ ыркăмăллăх концертне хуралтусем çак ялта çуралса ӳснӗ Андриян Григорьев кӗнекин презентацийӗпе çыхăнтарчӗç.
Хăнасем Нурлатран, Аксуран, Хусантан килнӗччӗ. Андриян Александрович хăй те чиркӳ тăвас çӗре хастар хутшăнать. Вӗсен тăван килӗ масар çумӗнчех пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев