Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртекен çамрăк режиссерсен фестивалӗнче политика цензури пулмасть

Апла пулин те, унта Чăваш Республикинчен пӗр режиссер та хутшăнмасть. Сăлтавӗ – 35 çултан çамрăкраххисем унта спектакльсем лартмаççӗ.

Пӗтӗмраççейри çамрăк режиссурăн «Ремесло» фестивалӗ Хусанта декабрӗн 6-11-мӗшӗсенче иртет. 10 çул хуççи ăна Камал ячӗллӗ театр ирттеретчӗ, халӗ йӗркелӳçӗ тилхепине Кариев ячӗллӗ çамрăксен тетарне панă. Фестивале Хусанти Пăвари, Атняри, Элметри, Мензелери, Çырчаллинчи театрсемпе пӗрле Пушкăртстанри, Удмуртири тата Сахалин облаçӗнчи театрсем хутшăнаççӗ.
Фестивале ирттерекенсем унта ытларах кӳршӗ регионсенче ӗçлекен çамрăк режиссерсене явăçтарасшăн. Спектакльсем хушшинче мастер-классем, семинарсем ирттереççӗ. Анчах та Чăваш Республикинчи çамрăк режиссерсен ӗçӗсене, шел пулин те, эпир унта кураймастпăр. Тетар критикӗ Нияз Игламов пӗлтернӗ тăрăх, Шупашкартан заявка пулман. 
Фестивалӗн учредителӗсем ТР Культура министерствипе ТР Тетар деятелӗсен союзӗ пулсан та, йӗркелекенсен сăмахӗсем тăрăх, политика цензури унта пулмасть. Нумай пулмасть çеç обществона Мускавра иртнӗ «Çамрăксене çамрăксем» тетар фестивалӗнче «Чиполлино» хайлав тăрăх лартнă спектакле кăтартма чарни çинчен хыпар тухнăччӗ. Хусанта ун пекки пулмасть. Ăсталăх пахалăхӗн цензури вара пур. Постановкăсене фестиваль валли суйланă чухне те комисси ытларах режиссерсен хăватне тимленӗ, вӗсем сцена çинче çӗнӗ сăмах каласса кӗтеççӗ йӗркелекенсем. Куракан та çамрăксенчен çӗнӗлӗх кӗтет. Постановкăсем те 12+, 16+, 18+ е 6+ çул маркировкипе.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев