Хусанта Раççейӗн юлашки императрицин ыркăмăллăх ӗçӗ çинчен курав уçăлнă
Тутарстанăн Наци музейӗнче куçса çӳрекен «Чувствую себя матерью этой страны. Христианский подвиг святой Императрицы Александры Феодоровны» ятлă стендлă курав уçăлнă. Ăна Раççейӗн юлашки императрици çуралнăранпа 150 çул çитнине тата Петӗр патша çуралнăранпа 350 çул çитнине халалланă.
Курава уçнă çӗре ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл тата Раççей наука академийӗн наука сотрудникӗ, Ыркăмăллăх йăлисене чӗртсе тăратассине пулăшакан фондăн Тишкерӳ канашӗн председателӗ Анна Громова хутшăннă.
Курав экспозицийӗнчен музея килекенсем Александра Федоровна императрица Ӗçе юратакансен çурчӗсене йӗркелесе ярса пăхса тăни, Царское Селора Нянясен шкулне уçнă çӗре хутшăнни çинчен пӗлме пултараççӗ. Çавăн пекех вăл педиатри, ортопеди, хирурги тата хӗрарăм сывлăхӗпе çыхăннă медицина учрежденийӗсене аталантарма пулăшни паллă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев