Хусанти «Химград» технополисăн резиденчӗсем Кăнтăр Ази рынокӗсене тухма пултараççӗ
Çакăн çинчен технополисра иртнӗ канашлура «Химградăн» генеральнăй директорӗ Айрат Гиззатуллин пӗлтернӗ. Тӗлпулăва Тутарстанăн экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов та хутшăннă.
Вăл аса илтернӗ тăрăх, Узбекистанпа Тутарстан правительствисем хушшинчи килӗшӳ тăрăх, «Химград» Ташкент облаçӗнче «Чирчик» ятлă химипе индустриаллă технопарк уçнă.
Айрат Гиззатуллин пӗлтернӗ тăрăх, апрель уйăхӗнче Раççей компанийӗсем Ташкента бизнес-турпа кайса килмелле. «Ку вăл пирӗн бизнеса тӗплӗн аталанмалли, малалла Кăнтăр Ази çӗршывӗсене сарăлмалли май: Афганистана, Пакистана, Индине. Унта питӗ пысăк инфраструктура проекчӗсем, çавăнпа та эпир çакă пирӗн компанишӗн ӳсӗм вырăнӗ пулӗ тесе шутлтатпăр», - тесе палăртнă «Химград» генеральнăй директорӗ.
Узбекистанри парк ирӗклӗ экономика зони пек ӗçлӗ, çакă резидентсене налог преференцийӗсем илме май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев