Хусанти йӗлтӗр марафонӗнче ыркăмăллăх чупăвӗ пулать
Пуш уйăхӗн 12-мӗшӗнче «Локомотив» стадионра «Добрая Казань» фондшăн ыркăмăллăх чупăвӗ иртӗ
Йӗлтӗр спортне кăмăллакан мӗн пур çын ыркăмăллăх чупăвне хутшăнма тата «Добрая Казань» фонда укçа куçарма пултарать. Çакăн çинчен Хусан ӗçтăвкомӗн Физкультура тата спорт комитечӗн председателӗ Альберт Салихов пӗлтернӗ.
«Çак чупăвăн пӗр километрлă дистанцине хăй пурнăçӗнче йӗлтӗр çине тăрса курнă кирек мӗнле çын та чупса тухаять. Ирхине 9:00 сехетре эпир пӗчӗк дистанцие иртсе ăмăртусене хутшăнни çинчен калакан медаль илес, çавăн пекех коммерцилле мар «Добрая Казань» органиацине пулăшу кӳрес текенсене кӗтетпӗр», - тенӗ вăл.
Чупăва хутшăнас тесен пӗр пин тенкӗлӗх ырăкăмăллăх взносне тумалла. Пухăннă мӗн пур укçасене коммерциллӗ мар «Добрая Казань» автономи организацине парӗç. Аса илтеретпӗр, Хусанти йӗлтӗр марафонӗ кашни çул 1968 çултанпа иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев